Патăрьелĕнчи Бизнес-центрăн конференцзалĕнче округри АПК ветеранĕсен канашĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Мероприятие муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Юлия Селиванова хутшăнчĕ.
Мероприяти ырă пулăмран пуçланчĕ. Районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Минегали Хафизов ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисен канашĕнче хальхи вăхăта 30 ытла член пулнине каларĕ. Çак кун йыш тата пысăкланчĕ — чылай çул выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешнĕ Анатолий Скворцов ветеринар ыйтса çырнине пурнăçласа пĕр саслăн пулса коллектива илчĕç.
Муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Юлия Селиванова ял хуçалăхĕн иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿпе паллаштарчĕ. Округ 2025 çул кăтартăвĕсемпе республикăра тыр-пул, çĕр улми, сахăр кăшманĕ, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт туса илессипе малтисен ретĕнче.
Кĕрхисене 2126 гектар акса хăварнă, вăл шутран рапс 50 гектар йышăнать. Вĕсенчен 80 проценчĕ — аван, 20-мĕшĕ вăтам хĕл каçнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче туса илнĕ продукцие тирпейлесси те вăй илсех пырать. Хальхи вăхăта ку ыйтупа 6 кооператив тата 6 фермер хуçалăхĕ ĕçлеççĕ.
2026 çулта пысăк калăпăшлă инвестици проекчĕсем хута яма палăртнă. Шăнкăртамри «Эко-Продукт» кооператив талăкра 100 тонна сĕте тирпейлекен завода хута ямалла. «Батыревский» агропаркра «Агрокультура» кооператив какая вакласа тирпейлекен цех уçмалла тата ытти те.
Патшалăх пулăшăвĕпе те Патăрьелсем туллин усă кураççĕ. Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе 18 субъект грант илнĕ.
Çур акине тухма та округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. Вăрлăхсем çителĕклĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал, минераллă удобренисем хатĕрлесси малалла пырать. Яваплă тапхăра хутшăнакан техникăна юсаса тирпейленĕ, вĕсене халĕ шăпах ятарлă комисси патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларса пĕтерчĕ.
АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Минегали Хафизов икĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетекен доклад турĕ. Минегали Ямалетдинович ветерансем муниципалитет пурнăçне хастар хутшăннине, çĕнĕ объектсем уçнă çĕре те çитме тăрăшнине каларĕ. Çавăн пекех вăл ача сачĕсенче, шкулсенче ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисемпе тĕл пулусем йĕркелемелли пирки те хускатрĕ. Çамрăк ăру пĕчĕкрен ветеринар, агроном, инженер тата ытти професси пирки пĕлсе ÿсни пурнăçра тĕрĕс çул суйлама пулăшнине, çĕре юратма вĕрентнине пĕлтерчĕ.
Отчетпа суйлав пухăвĕ пулнă май АПК ветеранĕсен канашĕн председательне те суйларĕç. Çывăх вăхăтра 14 çул тултаракан обществăлла организацие малтанхи кунранпах Минегали Хафизов ертсе пырать. Минегали Ямалетдиновича хăйнех пĕр саслăн пулса «тилхепене» малалла та тытма шанчĕç. Унăн çумĕсем пулма Петр Кузнецовпа Иван Дикина, секретаре Галина Ивановăна суйларĕç. Çавăн пекех республикăри АПК ветеранĕсен канашĕн отчетпа суйлав пухăвне каякан çынсене палăртрĕç.
Ольга ПАВЛОВА
Май 2026 |
