Халăх дружинисем — йĕрке хуралĕн хастарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:00 Просмотров: 117

Юлашки çулсенче халăх дружинисен пĕлтерĕшĕ, вĕсен витĕмĕ пирки час-часах çыраççĕ, калаçаççĕ. Вĕсем кашни территори пайĕнчех, кашни ялтах пулмаллине те çивĕчлетеççĕ. Мĕнле яваплăх-ха вăл халăх дружини? Унта мĕнле çынсем пĕр чăмăра пуçтарăннă?

Çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса Шăнкăртам территори пайĕнчи халăх дружинин членĕпе Дениф Эльфитович Алеевпа тĕл пулса калаçрăм. Ку тĕлĕшпе хастар общественникăн хăйсен ĕçĕ пирки каласа пама опычĕ пĕчĕк мар. Виçĕ ывăл ашшĕ Шăнкăртамра тăватă çул ирĕклĕ халăх дружини — ДНД членĕ — шутланать. Çав вăхăтрах Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски муниципалитет округĕсенчи «авари комиссарĕ» те хăйех. Ку тепĕр пысăк яваплăх. Республика шайĕнчи çак документа алла илсе ĕçе пикенни кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнче шăпах пилĕк çул çитнĕ.

Халăх дружинисем обществăлла йĕркелĕхе сыхлама пулăшас тĕллевпе граждансене хăйсен ирĕкĕпе пĕрлештернĕ вăй. Вĕсем, паллах, право хуралĕн сотрудникĕсене, полицейскисене, çул-йĕр инспекторĕсене улăштараймаççĕ. Çапах та вĕсемшĕн шанчăклă пулăшуçăсем пулса тăраççĕ, яланах вĕсемпе юнашар ĕçлеççĕ, рейдсене тухаççĕ, ялти йĕркелĕхе сăнаççĕ, тĕл пулусене хутшăнаççĕ тата ытти те. Раççейре ирĕклĕ халăх дружинисем ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчех пулнă. Историн тĕрлĕ тапхăрĕнче, тен, вĕсен витĕмĕ, вăйĕ тĕрлĕрен пулнă-тăр. Хальхи вăхăтра вара ирĕклĕ халăх дружинисем, вырăнсенче йĕркелĕхпе тăнăçлăха сăнакансем, полицейскисене пулăшакансем, кирлех. Çакна хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçласа пыракан Шăнкăртамри ДНД хастарĕ Даниф Алеев çапла çирĕплетрĕ:

— Ача чухнех çирĕп йĕркене, дисциплинăна пăхăнаттăм. Пушă вăхăта яланах сывлăха çирĕплетме усă курнă. Ку тĕлĕшпе паянхи кун та спортпа туслă. Округ шайĕнче иртекен спорт мероприятийĕсене яланах кăмăлтан хутшăнатăп. Çак туртăм авари комиссарĕн ĕçĕнче те, халăх дружинин тивĕçĕнче те пулăшать. Эпир кашни уйăхрах полици сотрудникĕсемпе, участокри уполномоченнăйсемпе урамсене пăхса, сăнаса çаврăнатпăр, ĕçкĕ енне сулăннисемпе, çапăçакансемпе, çул çитмен ачасемпе те профилактика калаçăвĕсем ирттеретпĕр, массăллă мероприятисенче йĕрке пултăр тесе тимлетпĕр, çухалнă çынсене шырама та пулăшатпăр, полици сотрудникĕсене иккĕлентерекен çынсем е пулăмсем пирки çийĕнчех хыпарлатпăр, çул çинчи аварисенче е ытти çĕрте пулăшу ыйтакансене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр тата ытти те.

Çавăн пекех эпир саккунпа килĕшÿллĕн право йĕркине пăсакансене полицейскисене пулăшас тĕллевпех сăн е видео ÿкерттерме, обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçекенсене акт çырма, йĕркене пăсакана пĕрлехи вăйпа тытма пулăшма пултаратпăр. Ку пирĕн право. Пурнăçра çапла пулса пырать те.

Хамăн ĕçе кăмăлтан, юратса пурнăçласа пыратăп. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн сотрудникĕсемпе, ГИБДД инспекторĕсемпе, участокри уполномоченнăйсемпе, ытти профилактика субъекчĕсемпе округри тăнăç та лăпкă пурнăçшăн, преступлени тăвакансене чакарассишĕн яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлетпĕр.

Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче халăх дружинин членĕсем 14 çын. Вĕсем пурте обществăри йĕркелĕхшĕн тăрăшаççĕ

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика