Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлăх сыхлавĕн министерствин пĕтĕмлетÿ коллегийĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрне Николай Тинюкова «Раççей Федерацийĕнчи сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ работникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнипе саламланă.
Сумлă награда Николай Антонович çак ĕçре нумай çул тата тÿрĕ чунпа ĕçленине, професси ăсталăхне, сывлăх сыхлавĕн ĕçне чун-чĕререн парăннине çирĕплетсе парать.
«Çак пысăк чыс, хисеп чăн малтанах сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче патшалăх пулăшăвĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин программисемпе килĕшÿллĕн округра пурнăçа кĕрсе пыракан ĕçсен результачĕ.
Сăмахран, иртнĕ çул Чăваш Республикинче сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ 16 объекчĕ хута кайнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче.
Унсăр пуçне Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, правительство пулăшăвĕпе çулсеренех сывлăх учрежденийĕсене юсатпăр тата ытти те. Малашне те пирĕн ĕçре çынсен сывлăхне çирĕплетесси, вĕсен ĕмĕрне вăрăмлатасси, округра пурăнакансене сипленме кирлĕ услови туса парасси тĕп вырăнта пулĕ», — çапла палăртрĕ Николай Тинюков хăйĕн ĕçне Раççей шайĕнче хак панăшăн чун-чĕререн тав туса.
Май 2026 |
