Çĕрнĕ çевок купи пулаймĕ тирпей палли

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 09:57 Просмотров: 179

ЮР ирĕлет, тасамарлăх ытларах та ытларах куçа тирĕнет. Çырмасемпе юхан шывсем çывăхĕнче е тата ытти вăрттăнрах вырăнсенче типнĕ, çĕрнĕ çевоксен куписем те курăнкалама пуçларĕç. Хăш-пĕр çынсем пĕр именмесĕрех Патăрьелсен «бренчĕ» шутланакан пахча çимĕç каяшне çын çÿрекен вырăнах тăкаççĕ.

Ачасемпе мăнуксем таса сывлăшпа сывлаччăр, вăрăм ĕмĕрлĕ пулччăр тесен Çĕр-аннемĕре упрассишĕн, ăна варалас марришĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 25-мĕшĕччен округра экологи уйăхлăхĕ иртет. Çак тапхăрта тăван тавралăха тасатса тирпейлеме субботниксем ирттерме, 1000 яхăн йывăç-тĕм лартма, «Астăвăм сачĕ», «Раççейри шыв» акцисем йĕркелеме палăртнă. Вĕсенче кашни территори пайĕхастарлăх кăтартмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика