Пушар инкек те, тăкак та...

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 09:56 Просмотров: 186

ПУШАР сÿнтерекен машина иртсе кайнине курсанах сехре хăпать. Инкекрен сыхланма тăрăшатпăр-ха, анчах кашнинчех пулса пĕтмест. Апрелĕн 1-мĕшĕнче Пăлапуç Нурăсра мунча çуннă. Патăрьелĕнчи пушар чаçĕнче ĕçлекенсем çулăм электричество проводинчен тухнине çирĕплетеççĕ.

Апрелĕн 3-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнче вут алхаснă. «Хĕрлĕ автан» пурăнмалли çурта тĕп тунă. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх инкек каллех электричествăпа çыхăннă.

Юлашки вăхăтра час-часах пушар сăлтавĕ электросетьпе çыхăнни курăнать. Вут-çулăмпа кĕрешекенсем çынсене асăрхануллăрах пулмаллине, проводасене ГОСТпа килĕшÿллĕн кăларнисене туянмаллине, вĕсене 10 çулта пĕрре улăштармаллине, квалификациллĕ специалистсене çеç ĕçе явăçтармаллине аса илтереççĕ.

Яндекс.Метрика