Уявсем уçччăр çынсен кăмăлне

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 09:55 Просмотров: 115

ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсем апрелĕн 12-мĕшĕнче çутă та пысăк уявсенчен пĕрне — Мăнкуна — кĕтсе илеççĕ. Çак кун çăмарта хĕретеççĕ, ăна пĕр-пĕринпе шаккаса çиеççĕ. Кам аллинчи çимĕç çĕмрĕлмест, ăна «паттăр» тесе калаççĕ.

Апрелĕн 12-мĕшĕнчех Космонавтика кунне те паллă тăватпăр. Кăçал вăл Мăнкунпа тÿр килчĕ. 65 çул каялла çак кун космоса пĕрремĕш хут Юрий Гагарин хăпарнă. Тĕнче уçлăхне виççĕмĕш çĕкленме Сĕнтĕрвăрри чăвашĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ пулнă Андриян Николаев тивĕçнĕ. Андриян Григорьевич Туçа территори пайĕнче, 8 яла пĕрлештерсе тăнă «Гвардеец» колхозра та, хăнара пулнă.

Раççей Президенчĕн указĕпе малашне çулсеренех апрелĕн 6—12-мĕшĕсенче Космос эрни иртĕ.

Çак кунхинех ПВО çарĕн ветеранĕсем професси уявне паллă тума Патăрьелĕнчи палăк умне пуçтарăнĕç.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика