Çулĕсене кура мар хастар

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:53 Просмотров: 87

Федерацин «Аслă ăру» тата «Çемье» наци проекчĕсемпе килĕшÿл-лĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи клиент службинче иртнĕ çул аслă ăрурисене хутшăнма, тĕл пулма «Кĕмĕл ÿсĕм» центр уçнăччĕ. Унтанпа шăпах çулталăк çитрĕ. Центр тĕллевĕ: аслă ăрăвăн хастар çыннисен культурăпа канăвне, вĕренĕвне йĕркелесси, мероприятисем ирттересси.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе клиент службин ертÿçи Дмитрий Федоськин паллаштарчĕ.

Ĕçĕ курăмлă, паллах. Çак хушăра 104 мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсене 1200 çын хутшăннă. Лайăххи те нумай. Кĕмĕл волонтерсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассине пуринчен те мала хураççĕ. Маскировка сечĕсем çыхмалли материалсене туянмашкăн 101 пин тенкĕ пуçтарнă. Вĕсенчен 92 хÿтлĕх сетки хатĕрленĕ. 90 браслет ăсталанă. Гуманитари пулăшăвĕ янă çĕре те хутшăннă.

Центрта сывă пурнăç йĕркине сарас, обществăра аслă ăрурисен статусне çирĕплетес, вĕсен тата сусăр çынсен хастарлăхне ÿстерес енĕпе мероприятисем сахал мар йĕркелеççĕ. «Хастар та вăрăм ĕмĕр» сывлăх шкулĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больницăри тухтăрсем калаçусем ирттереççĕ.

«Паттăр» ФСКара аслă ăрурисем валли кашни кĕçнерникун сывлăх кунĕсем пулаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем бассейна çÿреççĕ, Татьяна Торговцева тренер ертсе пынипе фитнес-аэробика занятийĕсене хутшăнаççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухнă хастарсем шашка-шахмат турнирĕсене тăтăш явăçнине те палăртмалла. Муниципалитет шайĕнчисене çеç мар, республика тупăшăвне те тухаççĕ.

Финанс пĕлÿлĕхне ÿстерме те май пур вĕсен. «Пĕлÿ» обществин специалисчĕсем Раççей банкĕ проектпа килĕшÿллĕн онлайн занятисем ирттереççĕ. Шалти ĕçсен министерствин представителĕсем те тухса калаçаççĕ пенсионерсен умĕнче.

Аслă ăрурисем Шупашкарти «Пехет» агромаркета уçнă çĕре те, «Вăрçă ачисем — Çĕнтерÿ ачисем» патриотла проекта пурнăçа кĕртме те хутшăннă тата ытти те.

«Çакнашкал центр уçни ватăсене пĕр-пĕринпе курнăçма майсем туса пани те. Кунта меллĕ вĕсене. Пурнăçри хастарлăхне ÿстерме пултараççĕ. Малашлăх тĕллевĕсене палăртса обществăшăн усăллă ĕçе явăçма та, çул çÿреве тухма та майĕсене тупаççĕ»,— терĕ Дмитрий Николаевич хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетсе.

«СВОи Батыревский район» волонтерсен ушкăнне пуçараканĕ Андрей Румянцев сăмах илсе тивĕçлĕ канурисем хăйсен ăшăлăхне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне çитерме майсем тупнине палăртрĕ.

— Мĕн чухлĕ хÿтĕлев сетки çыхса, окоп çурти шăратса хатĕрлерĕç вĕсем. Алла çыхмалли сулăшăн хĕпĕртеççĕ çĕршыв хÿтĕлевçисем. Вĕсене вăл питех те кирлĕ-мĕн. Çак япаласене, кучченеçсене илсен савăннине курасчĕ сирĕн. Самантлăха килте пулнă пекех туяççĕ ачасем, тав тăваççĕ,— терĕ Андрей Герольдович. Вăл 2023 çулхи апрель уйăхĕнченпе çапăçу хирне гуманитари пулăшăвĕпе çÿрекен хастар волонтер.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин тирпей-илем тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, Раççейри социаллă фондăн республикăри уйрăмĕн представителĕ те аслă ăрурисен тăрăшулăхне палăртрĕç, хастарсене Хисеп хучĕсем пачĕç.

Уява Патăрьелĕнчи «Тĕп» ача садне çÿрекенсем (ертÿçи Л.Басырова) юрăсемпе илем кÿчĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика