Муниципалитет округĕнчи кашни территори пайĕнчех право йĕркине пăсакансемпе, преступлени тăвакансемпе, хальхи вăхăтра телефон мошенникĕсемпе кĕрешес, вырăнта йĕркелĕхе тытса тăрас тĕлĕшпе тимлекен профилактика Канашĕ ĕçлет. Акă мĕн пĕлтерчĕ пире Алманчă территори пайĕнчи профилактика Канашĕн председателĕ, территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов вырăнта çак ĕçе мĕнле йĕркелесе пыни пирки:
— Ялти лăпкă та тăнăç пурнăç, усал тата хура ĕçсем тăвасран асăрханасси участокри уполномоченнăйсемпе пĕрлех профилактика субъекчĕсем пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçленинчен те килет. Вăл шутра территори пайĕнчи профилактика Канашĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра унта çак çынсем тăрăшатпăр: муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ, территори пайĕн тĕп специалисчĕ, шкул директорĕ, ял старости, ФАП заведующийĕ.
Паяна ялта тĕрлĕрен сăлтавпа профилактика учетне тăратнă 13 çын. Вĕсенчен виççĕшĕ ăнăçсăр çемье шутланать. Пĕр çемйи 2017 çултанпах «хура» списокра. Иккĕшне çемьери харкашушăн шута илнĕ, пиллĕкĕшĕ эрех-сăрапа иртĕхнипе çак йыша çакланнă. Профилактика Канашне çÿрекенсем хушшинче ирĕкрен хăтарса каялла таврăннисем те пур. Вĕсем — виççĕн.
Профилактика Канашĕн ларăвĕсенче вĕсемпе кашийĕнпе уйрăммăн калаçу ирттеретпĕр, кашнине тимлĕхрех тытатпăр, обществăлла ĕçсене, субботниксене явăçтарма тăрăшатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев — ялта пурăнакан кашни çын хăрушсăрлăхра пултăр, преступлени тăвакансем, усал ĕçпе çыхăннисем сахалланччăр, кашни çемье килĕшÿллĕ, кашни ача телейлĕ пултăр.
Альбина ЕГОРОВА
Апрель 2026 |
