«Истори астăвăмĕ» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăтаел ялĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă 5 паттăр пурăннă çурт çине çăлтăрсем çапнă. Çак хисеп ентешсен паттăрлăхне хисепе хунине, вĕсем яланах чĕрере упраннине çирĕплетет.
Ял халăхĕпе пĕрле Алексей тата Леонид Захаровсем, Дмитрий Щербаков, Александр Сидоров, Петр Кудрявцев пурăннă çуртсем çине çăлтăрсем вырнаçтарнă, чĕре суранне, çемьесен пысăк хуйхине пĕрле пайланă.
Çуртсем çинчи çăлтăр пĕчĕк, çавах пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл паттăрсене ял-йыш хисеп тунине, асра тытнине çирĕплетет.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2026 |
