Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Михаил Емельянова асра тытса Паттăр парттине уçнă. Михаил Георгиевич çак шкул выпускникĕ. Ăна «Истори астăвăмĕ» проектпа килĕшÿллĕн ирттернĕ.
Мероприятие муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ, муниципалитетри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн координаторĕ Ирина Рубцова, Михаил Георгиевичăн çывăх çыннисем, тăванĕсем, пĕрле çар ретĕнче пулнисем, шкул директорĕ Татьяна Михайлова, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Афанасьев тата ыттисем хутшăннă.
Хăнасем хăйсен сăмахĕнче истори астăвăмĕ çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ витĕм кÿнине палăртнă.
Пуçласа Паттăр партти хушшине 11 класра вĕренекен, Чăваш Республикин тата муниципалитет округĕн пуçлăхĕн стипендийĕсене илме тивĕçнĕ вĕренÿ отличници Евгения Михайлова ларнă.
Паттăр партти чăн-чăн паттăрсем пирĕн хушăра пурăннине аса илтерсе тăрĕ.
Апрель 2026 |
