Аслă Чементи вăтам шкулта Украинăри ятарлă çар опарецийĕнче паттăрла вилнĕ ентешĕсене — Станислав Капитонова тата Владимир Никитина — асра тытса (сăн ÿкерчĕкре) Паттăр партти уçнă.
Мероприятие Раççейри «Единая Россия» партин вĕрентÿ проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва хăйсене шеллемесĕр паттăрлăх кăтартнă ентеш-паттăрсен ырă ĕçĕсем çинчен каласа парасси.
Паттăр партти — вĕренÿ сĕтелĕ. Унта вĕсен сăнне вырнаçтарнă, биографийĕсемпе паллашма пулать, тава тивĕçлĕ ĕçĕсене çутатнă.
Паттăр парттине уçма пухăннă мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин тирпей-
илем тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ Денис Никифоров, шкул директорĕ Наталия Адидатова, Владимир Анатольевичăн амăшĕ Лидия Петровна, Леонидпа Петр пĕр тăванĕсем, Станислав Васильевичăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна, Лидия хĕрĕ, тăванĕсем, педагогсен коллективĕ, хăнасемпе вĕренекенсем хутшăннă.
Парта çине паттăрсене асра тытса чĕрĕ чечексем хунă, вĕсен канлĕхĕшĕн пĕр самант шăп тăнă. Станислав Капитоновпа Владимир Никитин паттăрсен ячĕсем вилĕмсĕр.
Апрель 2026 |
