Сцена çинче — çамрăк артистсем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:47 Просмотров: 82

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче Çĕньялти Г.Айхи ячĕллĕ тĕп шкулти «Айхи ачисем» театр студине кĕрекен кĕçĕн тата аслă ушкăнсене çÿрекенсем Алина Антонова ертсе пынипе «Буратино мыскарисем» тата «Пур професси те питĕ кирлĕ» пĕчĕк спектакльсемпе сцена çине тухрĕç. Вырăсла тата чăвашла спектакльсене курнисĕр пуçне куракансем акăлчан чĕлхипе те С.Михалковăн «Старик ĕне сутни» юмахне пăхса савăнчĕç. Ку юмаха сцена çине кăларма 5-7 классенче вĕренекенсене И.Н.Макарова ют чĕлхе учителĕ хатĕрленĕ. Кашни сăнарĕ хăйне евĕрлĕ, кашни «артист» хăйле пултаруллă. Уяв ячĕпе çамрăк талантсене шкул директорĕ К.В.Иванова саламларĕ. Вĕрентекенсене малашне те çакăн пек пултаруллă пулма, çĕнĕ çитĕнÿсем патне хăюллăн утма, умри тĕллевсене пурнăçлама çирĕплĕхпе мал ĕмĕтлĕх сунчĕ. «Шкулти сцена çинчи пĕрремĕш утăмсем пысăк сцена патне илсе çитерме пултарасси пирки çирĕп шанатпăр»,— палăртрĕ шкул ертÿçи.

Мария МАДЮКОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика