Пурнăç вăрăм, сывлăх пулĕ çирĕп

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:46 Просмотров: 96

Çирĕп сывлăхлă та хитре пулни тĕрĕс апатланнинчен килет. Çакăн пек чухне çын хăйне вăйлă туять. Мĕнле тытса пымалла-ха кун йĕркине?

Апата 4-5 хутчен сахал порципе çимелле. Апатланнă хушă ытла вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, кахал апачĕ, каçхи пулмалла. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле.

Апата кашни кун пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Вăл апат хуранне тата пыршăсене лайăх ĕçлеме пулăшать. Тăвар сахалрах ярăр. Йод хушни усăллăрах.

Сахăрпа нумай усă курма юрамасть. Ăна кунне 5-6 чей кашăкĕнчен ытла çимелле мар. Сахăра пылпа улăштарсан лайăхрах. Анчах ăна вĕри чей çине ямалла мар. Унăн усăлăхĕ чакать.

Кун каçипе таса шыв ĕçни усăллă. Вăл ÿт-тире типсе кайма памасть. Тĕрлĕ кирлĕ мар токсинсене организмран тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5-2 литр шыв ĕçмелле.

Кунне 400-500 грамм тĕрлĕ пахча çимĕç çимелле (панулми, кишĕр, груша, купăста, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр...) Чĕрĕ пахча çимĕç организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе, клетчаткăпа пуянлатать. Чĕрĕлле çиме юраманнисене духовкăра пĕçерсе çисен усăллă.

Апата пĕçернĕ чухне нумай вĕретме ан тăрăшăр. Ăна ăшăтса тепре çисен унăн пахалăхĕ чакать. Çакă сывлăха та сиен кÿме пултарать.

Хăвăр рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла: аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахча-çимĕç, çырла, мăйăр, кăмпа, ÿсентăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк (петрушка, укроп, серте, пултăран тата ытти те), çăкăр.

Каçа кофе е чей ĕçме юрамасть. Çакă çывăрма чăрмантарма пултарать. Типĕапатпа усă курма ан тăрăшăр. Вăл апат хуранне сиен кÿрет, ытлашши тулса кайма пулăшать.

Тĕрĕс апатлансан эсир хăвăра яланах лайăх туятăр, сывă пулатăр, çамрăк курăнатăр.

Алевтина АЛЕКСАНДРОВА, тĕп больницăри терапевт-тухтăр

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика