Патриот туйăмĕ салтака неонацистсемпе кĕрешме вăй парать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:33 Просмотров: 90

— Неонацистсем хамăр патах килсен мĕн тăватпăр? Пирĕн икĕ ывăл ÿсет, — тенĕ час-часах Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ Игорь Петров (сăн ÿкерчĕкре). Вăл вăхăтра кил хуçи мĕншĕн çапла каланине никам та ăша хывман. Валя мăшăрĕн шăллĕ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Алексей Васильев тăван тăрăха отпуска килсен вĕсем уйрăлми тенĕ пек çÿренĕ. Вăл каялла кайсан, декабрĕн 27-мĕшĕнче, Игорь Владимирович çемйине хăй СВОна кайма документсем хатĕрленине пĕлтернĕ. Виççĕмĕш ача кĕтекен хĕрарăм мĕн каламаллине те пĕлмен. Пĕр япалана лайăх ăнланнă: ытлашши сăмах ваклама юратман упăшки мĕн шухăшланине тăватех. 2024 çула Петровсем пĕрле кĕтсе илнĕ. Январĕн 20-мĕшĕнче арçын контрактпа Украинăри ятарлă çар операцине тухса кайнă.

Игорь вăрçа кайиччен хреснашшĕпе, Сергей Петровпа пĕрле, шиномонтажра ĕçленĕ. Техникăна лайăх ăнланнăран СВОра машина панă. Ăна вара Игорь яланах юсавлă тытма тăрăшать. Кашни çеккунт шутра, пурнăçпа вилĕм юнашар тăнă чух транспорт шанчăклă юлташ пекех пулнине лайăх пĕлет.

— Автомашина уçăпа пĕрре çавăрттарсанах хускалмалла пултăр тесе тăрăшатăп. Пĕринче çапла машинăран тухса пĕр 2-3 метр айккинерех кайсан дрон вĕçсе килнине илтрĕм. Çывăхри посадкăна чупас — тĕллеме тытăнать. Машинăна та шел... Мĕн пулать те мĕн килет терĕм те УАЗ патне чупса çитсе хăвăрт çеç хускатса пысăк хăвăртлăхпа хирпе кайрăм. Çапла çăлăнса юлтăм. Кун пек тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă, — тесе каласа панă мăшăрне Игорь Владимирович.

1992 çулта кун çути курнă Игорь Петров тылран килекен гуманитари пулăшăвĕсене малти линие тата ытти салтаксем патне машинăпа çитерет. Унсăр пуçне вăл тăракан бригада РЭБ (радиоэлектонная борьба) хатĕрĕсене вырнаçтарать. Вĕсене лартнă хыççăн çав вырăна дронсем тупаймаççĕ. Çакăн хыççăн ытти салтаксем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Кил хуçине мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлĕпе хĕрĕ чун-чĕререн кĕтеççĕ. Май уйăхĕн вĕçĕнче вăл отпуска килмелле. 11 тата 9 çулти Егорпа Данил ашшĕ таврăнсан пĕрле пулă тытма тата сунара кайма палăртса хунă. Сăмах май, Игорь Владмирович вăлта тытса ларма та юратать, пăшалтан та лайăх перет. Çак ăсталăха ăна Владимир Андреев сунарçă хăнăхтарнă. Иккĕ тултаракан Арина çывăх çыннине телефон урлă çеç паллать. Çулталăкра икĕ хутчен çеç тĕл пулнăран пĕчĕкскер малтанлăха ютшăнсан та ашшĕн ăшшине кĕтет.

— Игорьпа эпир хуйха та, савăнăçа та яланах пĕрле пайлатпăр. Май пур таран ăна пулăшма, хавхалантарма, инçетре пулсан та кил ăшшине туйтăр тесе тăрăшатăп. Инкубаторпа чăх чĕпписем кăларттаратăп. Пĕлтĕр 20 хурпа 20 кăвакал туяннăччĕ. Шăпах вĕсен ăш-чиккинчен тата сысна какай туянса темиçе шăрттан та хатĕрлесе «СВОи Батыревский район» волонтерĕсем урлă çитертĕм. Пельмен те парса янăччĕ...

Уйрăм çуртпа пурăннăран кайăк-кĕшĕк усрама условисем çитеççĕ, кăçал тата ытларах çитĕнтересшĕн, — тет Валентина Владимировна хăйсен пурнăçĕпе паллаштарса. — Ачасемпе пĕрлех хам та мăшăршăн тунсăхлатăп. Пĕлтĕр мартăн 8-мĕшĕнче отпуска килмеллеччĕ, анчах миçере çитессине пĕлтермерĕ. Уяв пулнă май тата Игоре кĕтсе сĕтел çи хатĕрлетĕп. Ăнсăртран чÿречерен пăхрăм та — умра вăл тăрать. Савăннипе хăвăртрах картишне чупса тухрăм, анчах çур çула çитсен ура утайми пулса тăчĕ. «Егор, Данил, аçу килнĕ!» — тесе çеç кăшкăрма пултартăм. Вĕсем чупса тухрĕç вара...

Ятарлă çар операцинчен вăхăтлăха канма килсен Петровсене Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре курма пулать. Çемйипех вĕсем кунта килеççĕ. Борис атте Игоре çуралнă кĕтесе сывлăхпа таврăнма пиллесе ярать. Арçын çумĕнче яланах пĕчĕк турăш тата 90-мĕш псалом çырнă пиçиххи пур.

— Турă хÿтлĕхне яланах туятăп. Йывăр вăхăтра икона кăларса кĕлĕ вулатăп та: «Турăпа пĕрле», — тетĕп. Çакăн хыççăнах чунра çăмăл пулса каять, — тет Игорь Владимирович. Валентина Владмировна Çĕрпÿри хĕрарăмсен, Ульяновскинчи Андрей Первозваный монастырĕсенче час-часах пулать. Мăшăрне вăрçăран сывă таврăнма тата пурне те сывлăх пама ыйтать.

— Мăшăрăн ашшĕ-амăшĕпе тата тетĕшĕн çемйипе савăнăçа та, пăшăрханăва та пĕрле пайлатпăр. Пулăшу кирлĕ чухне яланах алă тăсса параççĕ. Кун пек чухне йывăрлăхсене çĕнме те çăмăлрах, — терĕ Валентина Петрова.

Фашист юлашкийĕсемпе кĕрешекен, Суворов, «Ятарлă çар операцийĕн участникĕ», «За службу в войского РЭБ» медальсене тивĕçнĕ Игорь Петрова мартăн 30-мĕшĕнче пулнă çуралнă кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, тăван тăрăха сывлăхпа таврăнма, çемье ăшшипе тата нумай-нумай çул киленсе пурăнма сунатпăр.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика