Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар. Пăт тăварне те пĕрле çимелле, ăрăва малалла тăсакансене те çитĕнтермелле, çурт-йĕре те çĕнетмелле, йывăç-курăк та ÿстермелле... Çав вăхăтрах мăшăрпа килĕшÿре пурăнмалла. Çак енсем пурах ĕнтĕ 50 çул пĕрле пурăнакан Шăнкăртамри Минзадапа Эмир Бикчуринсен, Минданияпа Минсеит Губейдулловсен, Гельбанупа Минтагир Алеевсен, Бибинурпа Зекиулла Еремеевсен, Хирти Пикшикри Гельфизапа Ильдар Земдихановсен, Патăрьелĕнчи Еленăпа Николай Портновсен. Губейдулловсем икĕ, ыттисем виçшер ача çитĕнтернĕ мăшăрсем.
Тутар Сăкăтĕнчи Эльфинурпа Шайхулла Аитовсем, Татмăшри Галинăпа Владимир Царевсем 55 çул пĕрлехи пурнăçра.
Пăлапуç Пашьелĕнчи Елизаветăпа Илья Мазяковсем 65 çул пĕрле пурăннине палăртма хатĕрленеççĕ.
Юбилярсен çемье вучахĕ малашне те хĕрÿллĕн çунтăр, унăн ăшши чĕрисене ăшăлăх парса тăтăр.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2026 |
