Пушар — пысăк инкек, тăкак...

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:32 Просмотров: 80

Вут-çулăм инкекĕ çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăрушă. Вăл синкерлĕхпе те, пысăк тăкакпа та çыхăннă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа муниципалитет округĕнчи ялсенче 11 пушар (иртнĕ çулхи çак тапхăрта та 11) пулчĕ. Март уйăхĕнче пушар чаçĕн сотрудникĕсем икĕ хутчен вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Пĕри Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнче, тепри Шăнкăртамра тухнă. Сăлтавĕсем — электропроводка юсавсăр тата печка-прачкăпа усă курнă чухне асăрханусăр пулни.

Çурхи шыв-шур типнĕ хыççăнах территори пайĕсенче çынсем тавралăха тирпейлеме, субботниксем ирттерме пикенеççĕ. Шăпах çавăн чухне вут-çулăм çывăхри хуралтăна е ыттине те сиен кÿресрен асăрханмалла. Акă, апрелĕн 10-мĕшĕнчен пушартан асăрханмалли яваплă тапхăр пуçланать. Çак тапхăрта тата ытларах тимлĕ пулмалла, пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Енчен те уйрăм çын айăпĕпе пушар тухсан саккунпа килĕшÿллĕн граждансене те, должноçри çынсене те штраф параççĕ.

Андрей ТУКМАКОВ,

Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика