Республика кунне хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:31 Просмотров: 77

Çуллен çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Распублика кунне паллă тăватпăр. Чăваш Енĕн тĕп уявĕ кăçал Шурашкар хулинче тата Шупашкар округĕнче иртĕ.

Çак кунсенче Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов уяв программине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн йăлана кĕнĕ «Руç ăстисем» конкурс, «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, экономика форумĕ иртĕç, халăх ÿнер промыслин маçтăрĕсен ярмăркки ĕçлĕ. Пĕтĕм чăваш Акатуйне тĕрлĕ регионта тĕпленнĕ чăвашсем пухăнĕç: вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарĕç. Регионсен хушшинчи «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетĕç. Спортпа туслă çемьесем ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн фестивальте тупăшĕç, чăваш кĕрешÿçисем республика кубокне тивĕçессишĕн вăй виçĕç. Республика кунне халалланă ытти мероприяти те уява пуянлатĕ.

Ытти çулсенчи пекех Патăрьел муниципалитет округĕнчи сцена хастарĕсемпе спортсменсем, алă ăстисем Республика кунне хастар хутшăнĕç.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика