Территори пайĕсен пуçлăхĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:30 Просмотров: 74

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче, муниципалитет службинче тăрăшакансемшĕн пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни, вырăнта халăх пуçарăвĕпе тăвакан ĕçсене, инфратытăм çĕнелĕвне курса хак пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл чăн малтанах территори пайĕсен пуçлăхĕсене хастартарах ĕçлеме, пуçарулăха ÿстерме пулăшать.

Çакна тĕпе хурса муниципалитет округĕн администрацийĕ ял пуçлăхĕсен ĕç опычĕпе паллашма вырăна тухса канашлу ирттерессине йăлана кĕртрĕ. Иртнĕ çулхи кĕркунне сумлă ушкăна Алманчăсем йышăнчĕç. Территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов ĕçтешĕсене ял аталанăвĕ халăх бюджечĕн программипе çĕнелсе пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ун хыççăн Пăлапуç Пашьелĕнче çакнашкал тĕл пулу иртрĕ. Пĕр ялтан тăракан территори пайĕн аталанăвĕ те начар мар тесе хак пачĕç. Кунта та тĕрлĕ шайри программăпа усă курса яла ватăлма парас мар тесе тăрăшаççĕ.

Иртнĕ эрнере муниципалитет округĕн пĕрремĕш çумĕ — хăтлăх тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, округри территори пайĕсен пуçлăхĕсем Аслă Чемен тăрăхĕнче пулнă, ял халăхĕн хăтлăхĕшĕн пурнăçлакан ĕçсемпе паллашнă. Çулталăк каялла ял пуçлăхĕн «лавне» кÿлĕннĕ Денис Никифоров ĕçтешĕсене пĕлтĕр халăх хастарлăхĕпе, пĕрлехи вăйпа, халăх бджечĕпе пурнăçа кĕртнĕ проектсемпе, малашлăх, 2026 çулта пурнăçа кĕртме палăртнă плансемпе паллаштарнă хыççăн вĕсем социаллă-культурăллă объектсенче тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçнă. Аслă Чемен шкул коллективĕ (директорĕ Наталия Адидатова), «Чемен» халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Гаврилов), «Ассорти» ташă ансамблĕ (ертÿçи Мария Медведева) территори пайне хапăл тунă ял пуçлăхĕсене Тури Чакăри çĕнĕ те хăтлă клубра юрă-ташăпа хаваслă кăмăл парнеленĕ.

Аслă Чементи кĕмĕл волонтерсен ушкăнĕ Надежда Кошелева ертсе пынипе çулталăк тăрăшшĕпе пĕр чарăнмасăр тенĕ пек ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли хÿтĕлев сеткисем çыхать. Вĕсем тăтăшах ентешсем патне гуманитари пулăшăвне çитерес ĕçре те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.

— Тыл хастарĕсен сăваплă та пархатарлă ĕçĕ салтаксене çĕнтерÿпе таврăнма хавхалантарать. Тавах сире ырми-канми тăрăшнăшăн, çав вăхăтрах хăвăрăн пуçарупа ял хăтлăхĕшĕн хăвăрăн тÿпене хывнăшăн. Пĕрлехи вăйпа кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма ансат,— тенĕ волонтерсене тав туса округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Фениль Ансарович.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика