Ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен ятарлă комисси вырăнсенче çур акине ирттерме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслесси малалла пырать. Çак кунсенче комиссинчи явап-лă çынсем «Корма» çĕр ĕç фирминче, «Батыревский» улма-çырла питомникĕнче, Е.Александров ячĕллĕ чăваш аграри колледжĕнче (агропромышленность техникумĕ) пулчĕç.
«Корма» ял хуçалăх предприятийĕ çурхи ĕçсене тăрăшса хатĕрленнĕ. 11 трактор паянах акана пикенме пултараççĕ. Çĕннисем хушшинче кивĕреххисем те пур. Вĕсене юсанă, сăрласа сăн кĕртнĕ. Çĕр хатĕрлекен, акакан, гербицид сапакан, ытти агрегатсем пурри ĕçе пысăк лаптăкра пурнăçлама май паратех. Çавăнпа вĕсем çывăхри, аякри хуçалăхсен усă курман çĕрĕсене илсе пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çĕр ĕç технологине пăхăнса ĕçленĕрен кирек хăш культурăн та тухăçĕ пысăк. Çĕнĕ, элита вăрлăхсемпе усă кураççĕ.
Хуçалăха Александр Владимиров ертсе пырать. Маларахри ертÿçĕ — Иван Владимиров — çамрăксен наставникĕ. Çемье династийĕтесен те юрать Владимировсене. Иван Петровичăн мăнукĕ те тыр-пул çитĕнтерес ĕçе кÿлĕннĕ.
— Çĕр ĕç фирми муниципалитет округĕнче хастаррисен йышĕнче. Удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те пур вĕсен. Вăрлăхсене янтăланă. Техникăсен кирлĕ документацийĕалăра. Хавхаланса ĕçлеме мĕн пур майсем пур,— терĕ тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин ял хуçалăх, инвестици тата ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Юлия Селиванова.
«Батыревский» улма-çырла питомникĕн ака-суха ĕçне 196 гектарта пурнăçламалла. Вăй-хал çитерсе ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă ирттересшĕн. Техникисем кивелсе пыраççĕ, вĕсемпе ĕçлекенсен çулĕсем те хушăнаççĕ. Руль умне ларакансенчен пĕри 70 çулта-мĕн. Çапах йывăрлăхсене парăнтарса çур акине вăхăтра тата пахалăхлă ирттересшĕн.
Чăваш аграри колледжĕнче (агропромышленность техникумĕ) пулчĕç комисси членĕсем. 15 единица техника вĕсен. ДТсемсĕр, беларуçсемсĕр пуçне пĕчĕк трактор та пур. Икĕкомбайн. Вĕсемпе ака-суха тата тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра çеç усă курмаççĕ. Колледжра вĕренекенсен практика занятийĕсене те вырăнта ирттереççĕ.
Кадрсен «лаççи» вĕренÿ учрежденийĕ. Кунтан пĕлÿ илсе тухнă чылай специалист хăйĕн ĕçне тыр-пул çитĕнтерессипе çыхăнтарни те кăмăллă. Çавăнпа вĕсем техникăна çÿреттерес, юсас ĕçсене хутшăнма тăрăшса явăçаççĕ. Акана «кÿлĕнекен» тракторсене те кирлĕ пек хатĕррисен ретне лартни çавна çирĕплетет те.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Апрель 2026 |
