Спорт кашни ÿсĕмри çын валли юрăхлă пулмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:29 Просмотров: 87

Республикăн Спорт Министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе отрасль аталанăвне хăвăртлатакан тĕллевсене палăртнă.

«Системăллă ĕçĕн кăтартăвĕ пур. Чăваш Ен ГТО комплексне пурнăçа кĕртессипе çĕршыври ТОП—3 регионсем йышĕнче. Пирĕншĕн позицисене тытса тăни кăна мар, вĕсене вăйлатни пĕлтерĕшлĕ. Тĕп тĕссен шучĕ 18тан 21 таран ÿснĕ. Эпир ПФОра малти виçĕ лидер шутĕнче. Приоритетлă çул-йĕрсене шута илсе спортăн 23 тĕсĕ хăйĕн аталанăвĕ валли бюджет укçи-тенкине илме пултарĕ.

Массăллă спорт çине уйрăм тимлĕх. «Самбо шкула», «Ишесси пурин валли те», «Хастар вăрăм ĕмĕр» проектсене пула çулталăкра 36 пине яхăн шкул ачи тата 10,5 пин ытла аслă ăру çыннисем спорта пурнăçăн уйрăлми пайĕ туса хунă. Кăçал шкулсенче «Биатлон», «Çăмăл атлетика», «Йĕлтĕрпе чупасси», «Кĕрешÿ» проектсене вăйлататпăр»,— палăртнă Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн Телеграм каналĕнче.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика