Ака умĕн — ял хуçалăх ярмăркки

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:28 Просмотров: 162

ХИРСЕМПЕ пахчасем трактор, çын шавĕпе туличчен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Акана хатĕрленекенсене Патăрьелĕнчи «Юхма» пасарта хапăлласах кĕтеççĕ. Кунта апрелĕн 4-мĕшĕнчен çулленех иртекен «Çуркунне-2026» ял хуçалăх ярмăркки ĕçлеме тытăнать. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем акмалли, лартмалли вăрлăхсене сутма пуçлаççĕ. Хăйсем туса илнĕ продукцие сĕнекенсене çăмăллăх та туса панă, вĕсен вырăншăн укçа тăкакламалла пулмасть. Сентресем сухан-çевок вăрлăхĕнчен пуçласа Патăрьелĕн пулăхлă çĕрĕнче çитĕннĕ тĕмсемпе пуянланĕç.

2025 çулта çуркуннехи ярмăрккăра ял хуçалăх таварĕ туса илессипе ĕçлекен 40е яхăн хуçалăх хутшăннă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика