Çуркунне ăшши пурне те савăнтартăр

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 13:27 Просмотров: 74

ХĔЛюртан пуян пулчĕ пулсан та çуркунне майĕпен хăйĕн ĕçне тăватех: пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тавралăх «шурă кавиртен» тасалать. Çĕр 15-20 сантиметр çеç шăннăран шыва аван çăтать. Малалла та кун пекех пулсан шыв-шур хăрушлăхĕ пулмалла мар, анчах çанталăкăн хăйĕн ăсĕ теççĕ. Инкекрен вара маларах асăрханмалла: шыв каякан пăрăхсене пăхсах тăмалла, çулсене тасатса хумалла.

Ачасемпе юхан шыв, кÿлĕ хĕррине каймалла марри, пăр çине кĕме юраманни пирки калаçусем ирттермелле. Пулă тытма юратакансен те вăхăтлăха вăлтисене пуçтарса хумалла, хĕвел ăшшипе ирĕлекен пăр куллен çÿхелсе пырать. Чун киленĕçне пула пулăçсем пăр айне пулнă тĕслĕх республикăра пĕрре мар пулнă.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика