Паян шкул музейĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакă вăл вĕсен ĕçĕ анлăланнипе, вĕрентÿпе пĕрлех воспитани процесне çыхăнтарнипе те çыхăннă.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта «Берегиня» музей ĕçлет. Вĕренекенсемпе хăнасем унпа туллин интересленеççĕ. Хăшĕсем экскурсовод ĕçне кÿлĕнеççĕ, уроксем ирттересси йăлана кĕнĕ.
Музейра экспонатсемпе экспозицисем йышлă. Вĕренекенсем листовкăсем кăлараççĕ, паха материалсем пухаççĕ. Çакна сарăхса кайнă хут документсем, сăн
ÿкерчĕксем, удостоверенисем, фронтран янă çырусем те çирĕплетеççĕ.
Республикăри «Астăвăм» кĕнекинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсен тăванĕсен, педагогсен ячĕсене тупса тĕпчев ĕçĕсем ирттерни тем пекех паха.
Шкул музейĕн канашĕ тата вĕренекенсем кунтан пĕлÿ илсе тухнă 45 выпускник мирлĕ халăх пурнăçне сыхласа алла хĕç-пăшал тытнă паттăрсем пирки тĕпчев ĕçне пуçăннине те палăртмалла. Çар тивĕçне пурнăçласах физкультура учителĕ Андрей Владимиров пурнăçран уйрăлчĕ.
Музей çĕнĕрен çĕнĕ экспонатсемпе пуянлансах пырать.
Ольга КАЛЛИНА,
музей ертÿçи
Август 2026 |
