Пурнăç пуриншĕн те пĕрре, уншăн тăрăшар пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:54 Просмотров: 87

Юлашки вăхăтра халăх хушшинче чирсем çамрăкланни пирки сахал мар калаçу илтме пулать. Сывлăха упрама тăрăшмасан чирĕ те сарăлать. Ытларах чухне сăлтавĕсем хамăртан килеççĕ.

Пахчасенче çитĕнтерекен культурăсене мĕн тĕрлĕ гербицидсемпе çеç сапмастпăр. Вĕсем пурте пăсланса сывлăша вĕçеççĕ. Çакă чăн малтан пурне те пăшăрхантарать.

Ĕçкĕ енне сулăннисем темле хутăш ĕçни те пулать. Çак сăлтавпа та вăйпиттисем, çамрăксем чылай вилеççĕ. Чирлисене сыватас тесе медицинăра сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Наци календарĕпе килĕшÿллĕн планпа палăртнă профилактикăлла прививкăсене вăхăтра туса пыма тăрăшаççĕ. Дифтеринчен, столбнякран, полиомиелитран, хĕрлĕ шатраран, сар ÿкнинчен, туберкулезран вакцина ярасси вăхăтлă пурнăçланса пырать. Çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Хальхи вăхăтра эмелсемпе, тĕрлĕ хутăшпа, сĕрĕмпе, пестицидсемпе сывлăха хавшатасран асăрханмалла. Кун пек тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ.

Надежда ЗАЙЦЕВА,

Патăрьелĕнчи тухтăр амбулаторийĕн

медицина сестри

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика