Халăхпа пĕрле ялан

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:53 Просмотров: 84

(Мана пионер галстукĕ çыхтарнă Çĕньялăн маттур та пултаруллă çыннине, экономика наукисен кандидатне Валерий Васильевич Шакина халалласа)

1 пайĕ

Валерий Шакин, ман геройăм,

Çуралнă шартлама хĕлле,

Сана, хисеплĕ вулаканăм,

Унпа паллаштарас килет.

Ашшĕ вĕрентекен ун пулнă,

Амăш ĕçленĕ буфетра,

Ача шкула çÿре пуçланă

Вĕсемпеле шăп улттăра.

Пĕр сумкăсăр, пĕр кĕнекесĕр

Кĕрсе ларать вăл урока,

Çÿренĕрен пуль сиктермесĕр

Ятне кĕртеççĕ списока.

Вĕренÿре малта çеç пынă,

Пит лайăх пулнă пионер,

Класра ăна ялан суйланă

Отрядăн председательне.

Ман аппапа вĕсем вĕреннĕ

Ялти шкулта малтан пĕрле,

Кайран вăл Турхана çÿренĕ

Пухмашкăн ăс унта куллен.

Шкул хыççăн вĕренме кĕрет

Шупашкарти института,

Диплом илсен вара килет

Вăл вăй хума тăван ялта.

Ĕçле пуçланă колхозра

Хăй ĕçĕпех агрономра,

Тÿрех путать ĕç авăрне

Ним шеллемесĕр вăй-халне.

Ик агроном колхозăн пулнă,

Ăна лартаççĕ аслине,

Яваплăха пит лайăх туйнă,

Вăл пĕлнĕ тăрăшмаллине.

2 пайĕ

Ялти çын яланах вăл ĕçлĕ,

Нихçан лармасть алă усса.

Шанать малашлăхĕ йĕркеллĕ,

Ăнăçлă, тăнăç пуласса.

Лăпкăн лармашкăн вăхăт çук

Çанталăк лайăх тăнă чух,

Тем тĕрлĕ ĕç ун çĕр ĕçченĕн,

Хастар пулсан çеç тупăш илĕн.

Çынпа эс пĕр чĕлхе тупсан,

Ун нушине йăлт ăнлансан,

Ĕçÿ сан ăнĕ малалла,

Çавна асра халь тытмалла.

Ĕçлекене нумай-им кирлĕ?

Пар ĕç укçийĕ вăхăтра,

Ан пул унпа эс урлă-пирлĕ,

Ан хуç сив сăмахпа вăрçса.

Хирте кашлать тырри-пуллийĕ

Хум хыççăн хум ярăнтарса,

«Эх, пулас марччĕ ял куллийĕ!»-

Шутлать Шакин пăшăрханса.

Ялта та ырлăх халь, туссем,

Пилĕк авмаççĕ вырмара,

Çулаç, çапаç комбайнсем.

Мĕнле пулĕмалашлăхра?

Тырпул тухăçĕ савăнтарнă

Кĕркуннепе ĕçченсене,

Планран ирттерсе тырă панă

Вĕсем патшалăх пÿлмине.

Часах ăна илсе каяççĕ

Пĕр çуллăха Совет çарне,

Унта та пĕрмаях мухтаççĕ,

Вăл пурнăçлать хăй тивĕçне.

Колхоз ячĕ янра пуçланă

Районпала Чăваш Енре,

Ун чух самани çапла пулнă,

Илсессĕн чап — ĕçле «çÿлте».

Ĕçленĕ вăхăтрах вĕреннĕ,

Пĕтернĕ тепĕр институт,

Экономист дипломне илнĕ,

Хăй маттуртан иккĕмĕш хут.

3 пайĕ

Часах пуçлать вăл ĕçлеме

Çĕн вырăнта — çĕнĕ ĕçре,

«Тупайăп-ши, - тет, - пĕр чĕлхе

Районти пур çамрăксемпе?»...

Ун чух Совет Союзĕпулнă,

Çĕкленнĕ пысăк стройкăсем,

Анчах унта сахалăн пулнă

Пирĕн район çамрăкĕсем.

Пур çамрăка та тиркеме

Сăлтавĕ çук, паллах, кунта.

Пĕлмелле пулнă ĕçлеме.

Сăлтавĕ, тен, шăп çакăнта?

Çамрăклăх, ĕмĕр ешерсем,

Упра хастарлăх чунунта,

Тÿрккессемпе кахал çынсем

Нихçан ан пулччăр йышунта!

Шанчăку çиçтĕр çăлтăр пек,

Вара йăлт курнĕ аякри.

Ан пул çеç ху юлхав пĕртте,

Эс пулмăн нихăçан кайри.

Райкомăн ĕçĕ лайăхланнă,

Пама пуçланă çимĕçне,

Çамрăксене суйла пуçланă

Ертсе пыран вырăнсене.

«Çамрăксенче пирĕн пуласлăх!»

Каланă ватăсем пĕлсех,

Ăспа вăй пур вĕсен каймалăх

Çăлтăр патне çити вĕçсе.

Район хăвачĕ те çуллен ÿсет,

Çĕклеççĕ çамрăксем çĕн объект- сем.

Тĕрĕссине калам-ха халь, эппин,

Санăн тÿпÿ те пур кунта, Шакин!

4 пайĕ

Эп хам та комсомолец пулнă,

Вараламан унăн ятне,

Шутлатăп халĕ — тĕрĕс тунă

Тăрса çамрăк чух ун ретне.

Комсомол — ман чĕрем хăвачĕ!

(Хĕлхемĕ юлнă чунăмра),

Пире вăл хавхалантаратчĕ,

Çавна халь те туйса тăрап.

Кăшт айккине пăрăнтăм пулĕ,

Мана каçарăр, тусăмсем,

Ку темех мар, тÿрлетме пулĕ,

Урăхран тумăп йăнăшсем.

5 пайĕ

Каллех ăна çĕн ĕç сĕнеççĕ

Тĕп хулари комсомолта,

Паллах, пултарасса пĕлеççĕ,

Яланхиллех Шакин кунта.

Секретарь пулма суйлаççĕ

Комсомол обкомĕнче,

Каярах вара шанаççĕ

Ĕçлеме пуçлăхĕнче.

Малашлăхра пуласси

Йăлтах килет хамăртан,

Пурăнни çеç мĕн усси,

Ырă йĕр хăвармасан?

Пурнăç çулĕ такăр мар,

Тикĕс мар сукмакĕсем,

Çĕннине шырар, тупар,

Пулĕç тин çитĕнÿсем.

Турăран пуль ун таланчĕ

Çамрăксемпе ĕçлеме,

Иксĕлми тапать хăвачĕ —

Çуралнах вăл çĕнтерме.

Каярах ăна куçарнă

Ĕçлемешкĕн Мускава,

Пур ĕçне те пурнăçланă

Тăрăшса вăл чунтанах.

Пит яваплă ĕçсенче

Шакин тăрăшнă пĕрмай,

Влаç пулсан та аллинче,

Хăйĕншĕн усă курман.

Саманийĕ улшăнсан та,

Çынлăха вăл çухатман.

Ĕçĕпе те, шухăшпа та

Халăхпа пĕрле ялан.

6 пайĕ

Пурăнать вăл Мускавра

Нумай çул çемйипеле,

Çимĕк уявне вара

Кашни çул килет яла.

Икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ

Юля мăшăрĕпеле,

Тваттăнтан халĕмăнукĕ —

Савăнать вĕсемпеле.

Кăçал унăн çавра çул:

70 çул вăл тултарать,

Тулли пурнăç, ăнăçу

Чĕререн ял-йыш сунать.

Вăрăм пултăр ĕмĕрÿ,

Сакку пултăр сарлака,

Çирĕп пултăр сывлăху,

Тăтăр çăлкуç пек тапса!

Халал ТОЛИ (А.Дмитриев),

Çĕньял

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика