Акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен ассоциацийĕ йĕркеленипе çулсерен тĕрлĕрен мероприятисем пулсах тăраççĕ: акăлчанла юрлассипе, сăвă вулассипе, эссе çырассипе, экзамен формипе калаçса конкурс ирттерессипе тата ыттипе те.
Çак кунсенче вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ачасем спектакль сыпăкĕсене акăлчанла кăтартрĕç. Ăна Раççей Федерацийĕнчи халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç. Çамрăк артистсем хăйсен ертÿçисемпе пĕрле кăсăклă та илемлĕ декорацисем, куçа илĕртмелле костюмсем, илемлĕ музыка, юрă-ташă хатĕрленĕ.
Вырăс, ют çĕршыв авторĕсен произведенийĕсенчен хатĕрленĕ спектакльсенчен çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. «Чи лайăх спектакль» ята Пăлапуç Пашьел (ертÿçи В. Мешкова) тата Çĕньял (ертÿçи И. Макарова) шкулĕсенчи «артистсем» çĕнсе илчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Аслă Чементи, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Первомайскинчи вăтам шкулсенчи ушкăнсем тĕрлĕ номинацинче палăрчĕç. Ертÿçисем Ф.Югаметова, З. Чабатова, Н. Сельцова, А. Тазюкова, Н. Кошелева, М. Ибетова, Ч. Ишмуратова, И. Матюшкина, И. Лепешкина. Çĕньял шкулĕнчи Б. Самарин (ертÿçи И. Макарова) тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Ялукова (ертÿçи З. Чабатова) «Чи лайăх рольсене вылякансем» номинацинче çĕнтерчĕç.
Надежда КОШЕЛЕВА,
Аслă Чемен ялĕ
Август 2026 |
