Шăхач территори пайĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче вилнисене асра тытса шашка турнирĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансене территори пайĕн начальникĕ Лилия Кутузова, ял старости Николай Узюкин, Аслă Чемен вăтам шкул директорĕ Наталия Адидатова, Александр Тимайкинăн, Николай Соболевăн, Алексей Моисеевăн ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем ăнăçу суннă. Мероприяти çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕç тĕп вырăнта пулнине палăртать.
Альбина ИВАНОВА
Кзыл Чишма ялĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче нумай хутчен шахматпа шашка чемпионĕ пулнă Мансур Зарифович Абдуллина асра тытса çак енĕпе турнир иртнĕ.
Шашкăлла вылякансен хушшинче пĕрремĕш вырăна Владислав Антонов (Тикеш ялĕ), иккĕмĕшне — Талгать Абянов (Тутар Сăкăт), виççĕмĕш вырăна Николай Федоров (Патăрьел) йышăннă.
Шахматла вылякансен хушшинче вырăнсене çапла пайланă: пĕрремĕш — Анатолий Тинюков (Сăкăт ялĕ), иккĕмĕш — Николай Гранатский (Патăрьел), виççĕмĕш — Рифкать Сафиуллов.
Наталия ТАБАКОВА
Август 2026 |
