Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ «Пулăшу десанчĕ» хăйĕн ĕçне малалла тăсать.
Иртнĕ эрнере çак ушкăн каллех (маларах та килнĕ) Патăрьелĕнче пулнă, ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене тата çемйисене комплекслă пулăшу кÿрес тĕллевпе куçа-куçăн курнăçса, вĕсене пăшăрхантаракан хăш-пĕр ыйтăва вырăнтах татса панă, хăшне-пĕрне пурнăçа кĕртме пулăшма шута илнĕ. Ятарлă çар операцийĕн социаллă адаптацине тĕпе хуракан проекта тÿрре кăларма тĕрлĕ служба представителĕсем хутшăннă.
«Пулăшу десанчĕ» — СВО участникĕсемпе çемйисене тĕрлĕ ыйтупа консультаци парать, компенсаци илмелли документсене тума, çăмăллăхсемпе пособисем илме ирĕк паракан хутсене хатĕрлеме, çар операцийĕнче хыпарсăр çухалнă тăванĕсене шырама, аманнисене санаторисенче канма май тума пулăшать тата ытти те. Хальхи тĕл пулура та ытларах çак ыйтусене хускатнă.
Август 2026 |
