Спартакиадăра — хĕрарăмсем

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:45 Просмотров: 90

Муниципалитет округĕнче виççĕмĕш хут «Стартра — хĕрсем» спартакиада иртрĕ (сăн ÿкерчĕксенче унăн саманчĕсем). Ăна «Раççей спорчĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн, массăллă спорта çул парас тĕллевпе йĕркеленĕ. 2030 çулччен çĕршывра пурăнакансен 70 процентне массăллă спорта явăçтарас тĕллеве пурнăçа кĕртмелле. Паян çак кăтарту 61,4 процентпа танлашать пулсан, пирĕн муниципалитетра спорта халăхăн 66 проценчĕ явăçать.

Спартакиадăна 120 ытла хĕрарăм хутшăнчĕ. Çамрăксем хушшинче тивĕçлĕ канăва тухнисем те пулчĕç. Вĕсем хăйсен спортри пиçĕлĕхне уççăн çирĕплетрĕç. Боулингри, дартсри ăсталăхне, ГТО нормативне пурнăçлас тĕлĕшпе пултарулăхне кăтартрĕç.

Спартакиадăна хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, муниципалитетри ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, «Паттăр» ФСК директорĕ Анатолий Афанасьев саламларĕç, спорта массăллă явăçни хĕрарăмсен пуçарăвĕсене çул пама, çакнашкал ăмăртусем сывлăха çирĕплетме, коллективсене çывăхлатма, спорт юхăмне малалла аталантарма пулăшнине палăртрĕç.

Малтанах уява явăçакансем «Эпир спорта суйлатпăр!» чĕнÿпе спорт шкулĕн тренерĕ Татьяна Торговцева ертсе пынипе шăм-шака çемçетме пулăшакан хусканусем турĕç. Вăлах фитнес-аэробикăпа мастер-класс кăтартрĕ.

Чи ырă та хаваслă уяв пулчĕ хĕрарăмсемшĕн çак кун. Хĕрсен, хĕрарăмсен, асаннесен пичĕсем хĕвел евĕр кулăпа çуталчĕç. Командăпа пĕтĕмĕшле илес пулсан Кзыл Чишма территори пайĕн хастарĕсем пĕрремĕш, Первомайскисем — иккĕмĕш, Патăрьелсем виççĕмĕш вырăнта пулчĕç.

Боулингра Татьяна Анисимова (Патăрьел территори пайĕ), кире спортĕнче Ирина Вавилова (Турхан), пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе Марина Сидорова (Первомайски), дартспа Разина Галлямова (Кзыл Чишма) малти вырăнсене йышăнчĕç.

ГТО нормативне тултарас енĕпе иртекен эстафетăра Нăрваш Шăхаль команди çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Кзыл Чишма территори пайĕн команди иккĕмĕш, Çĕньял команди виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика