Ĕçĕ яваплă, хисепĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:43 Просмотров: 67

— Кăмăллă калаçаççĕ Патăрьелĕнчи 43-мĕш номерлĕ тĕп аптекăра. Ватăсене хăш эмеле хăçан тата мĕн вăхăт ĕçмеллине тĕплĕн ăнлантарса параççĕ,— тет пĕр кинемей енчĕкне вакă укçасене тирпейлесе чикнĕ май.

Ирпе ирех çитнĕ вăл аптекăна. Хăй хыçĕнче черетре тăраканпа та сăмахлама май тупрĕ: Тепĕр чухне Людмила Германовна провизор-технолог кирлĕ эмелсене çула май ун патне килне кĕртсе хăварма ерçейнине те пĕлтерчĕ.

Чăнах та, кунне тĕрлĕрен вуншар çын кĕрет аптекăна. Пĕрне ÿслĕкрен, теприне ÿт температури хăпарнинчен, виççĕмĕшне юн пусăмĕ чакнинчен эмел кирлĕ. Алă-ура сурнăран, пуç шавланăран, хăлха япăх илтнĕрен, ыйхă килменрен... мĕн ĕçмеллипе, сĕрмеллипе интересленеççĕ. Хаклăрах эмелсене йÿнереххипе улăштарма май пулнипе кăсăкланаççĕ. Кашни çыннăн кăмăлне тупма тăрăшмалла специалистăн. Çĕнĕрен-çĕнĕ препаратсене хăçан тата мĕнле усă курмаллине пĕлсе тăмалла тата ытти те.

36 çул фармаци системинче ĕçлет Людмила Ижедерова. Ĕçе Куйбышеври Ульянов ячĕллĕ медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пуçăннă. Вăрмар районĕнчи Уйкасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер пирĕн муниципалитета ĕçлеме направленипе килсе çакăнтах тĕпленнĕ. Аслă квалификаци категориллĕ вăл. Фармаци ĕçĕнчи ăсталăхĕ çителĕклех. Теори пĕлĕвне çирĕп алла илнĕ. Ăна малалла практикăра çирĕплетнĕ.

— Людмила Германовна коллективри ытти специалистсемпе пĕрле муниципалитет округĕнчи çынсене эмелсемпе тивĕçтерме тăрăшать. Тĕп больница стационарĕнче сипленекенсен ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ. Врач амбулаторийĕсен, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен пациенчĕсем те тĕп аптекăнах эмел илме çÿреççĕ,— тет тĕп аптека заведующийĕ Галина Афанасьева провизор-технолог ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса.

Людмила Ижедерова ĕçри юлташĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать. Муниципалитет округĕн администрацийĕн, «Фармация» предприятийĕн, республикăри сывлăх сыхлав министерствин Хисеп хучĕсене, Раççей сывлăх сыхлав министерствин Тавне тивĕçнĕ. Пуринчен ытла Людмила Германовнăшăн халăх тавĕ çывăх.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика