Пăх-ха хире кантăкран: ака шаккать алăкран...

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:43 Просмотров: 49

Муницпалитет округĕнче агроинженери конференцийĕ иртрĕ. Ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин ял хуçалăх, инвестици тата ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Юлия Селиванова ертсе пычĕ.

Аграрниксем «Агропромышленность комплексĕнчи цифра трансформацийĕ тата çĕнĕлĕхсем» темăна пăхса тухрĕç. Çавăн пекех кун йĕркинчи ыйтупа çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе Юлия Селиванова тухса каларĕ.

Çурхи кун çулталăк тăрантартăр тесен вăй-хал парса ĕçлемелĕх пур. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 15330 гектар, техника культурисем 1450 гектар, çĕрулми 560 гектар, пахча-çимĕç 110 гектар, севок 600 гектар, выльăх-апачлĕх культура 15 пин гектар ытла йышăнмалла. Ĕçе пуçăниччен техникăна юсаса пĕтермелле, удобренисемпе вăрлăхсене хатĕрлемелле тата ытти те.

Кĕрхи культурăсене апатлантарассине, нумай çул

ÿсекен курăксене сÿрелессине апрелĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче пикенме палăртаççĕ.

2126 гектар кĕрхи тулăпа рапс акса хăварни ĕçе кăштах çăмăллатать. Вĕсем йĕркеллĕ хĕл каçнă. Çураки валли 5198 тонна вăрлăх хатĕрленĕ (кирлинчен 11 процент ытларах). Вĕсене кондицие лартнă.

3285 тонна (71 процент) минераллă удобренисем хатĕрленĕ. Ытларах амселитра турттарса хунă. Ку ĕçпе малалла та ĕçлеççĕ.

Çуракине ирттерме 1200 тонна дизель топливи, 240 тонна бензин кирлĕ. Паянлăха вĕсен 79 процентне хатĕрленĕ.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене 580 трактор, 70 сеялка тата акакан 5 комплекс, 100 ытла культиватор хутшăнмалла. Техникăсен 92 проценчĕ юсавлă. Округри гостехнадзорпа пĕрле вĕсен юрăхлăхне палăртас тĕллевпе мартăн 25-мĕшĕнче комисси тĕрĕслевĕ пуçланнă.

Çĕр пулăхлăхне лайăхлатмасăр кĕтнĕ тухăçа илейместĕн. Специалистсем палăртнă тăрăх муниципалитетра 16 пин гектар ытла çĕре известка, 6 пин ытла гектарне фосфор сапмалла. Ĕçĕн тăкакне патшалăх та саплаштарать.

Муниципалитет округĕнчи патшалăх техника надзорĕн начальникĕ Сергей Сафьянов ял хуçалăх машинисен , ытти техника юсавлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Конференцие тĕрлĕ шайри специалистсем хутшăнса кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика