Ырă йăла-йĕркене куçарар ламран-лама

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:37 Просмотров: 82

Муниципалитет округĕнчи культура ĕçченĕсен иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетсе канашлу иртнĕ. Ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин тирпей- илем тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов уçнă.

Республикăри культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Казакова патшалăхăн культура политикине 2020-2025 çулсенче пурнăçа кĕртесси мĕнле пынипе тухса каланă. Татьяна Васильевна «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем», «Илĕртÿллĕ Чăваш Ен», «Культура хутлăхĕ» социаллă проектсен пĕтĕмлетĕвне тунă. 2026-2030 çулсем валли культура объекчĕсем тумалли тата халичченхисене юсамалли муниципалитет задачисемпе паллаштарнă.

Администрацин культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ Наталия Никитина иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Çулленех асра юлакан анлă мероприятисенчен пĕри — йăлана кĕнĕ Акатуй-Сабантуй. Çĕнтерÿ кунĕ, çуркуннепе ĕç уявне паллă туни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине, «Пăла юхан шывĕн çăлкуçĕсем» экофестиваль, «Черчен чечексем» фестиваль... тата ыттисем те пĕлтерĕшĕпе сумлă. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ. «Юрататăп, сана Раççей» фестиваль çитĕнекен ăрăва, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре витĕмлĕ.

Централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем 6611 культурăпа массăллă мероприяти ирттернĕ. Вĕсене 263458 çын пырса курнă. 1037-шне тÿлевлĕ йĕркеленĕ.

Муниципалитетри 45 культурăпа кану учрежденийĕнче 77 çын ĕçлет. 20 çул ытла çак сферăрисем 21 çын шутланаççĕ. 8 ĕçчен Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята илнĕ.

Отрасльти çитĕнÿсем савăнтараççĕ. Тутар Сăкăтĕнчи культура çурчĕ пĕлтĕр «Ялти чи лайăх культура çурчĕ» номинацире палăрнă. Çакă муниципалитет округĕшĕн пысăк чыс.

11 коллектив хăйсен професси ăсталăхне кăтартса «халăх» ята тивĕçлипе хÿтĕлерĕ. Каншелĕнчи «Çăлкуç» халăх фольклор тата хуткупăсçăсен «Салам» ансамблĕсем республикăри фестиваль-конкурсра хăйсен пултарулăхне уççăн кăтартнă, иккĕмĕш степеньлĕ лауреат пулнă. Кзыл Чишмари клубăн культорганизаторĕ Рузалия Якупова — регионсем хушшинчи наци культурин конкурсĕнче виççĕмĕш степеньлĕ лауреат.

Тутар Сăкăтĕнчи культура çурчĕн директорĕ Алсу Куликова, Шăнкăртамри культура çурчĕн директорĕ Миндания Якушева регионсем хушшинчи фестиваль-конкурсра пĕрремĕш степеньлĕ лауреатсем пулнă.

Çĕньялти «Илем», Шăхачри «Умарина», Перввомайскинчи «Шуçăм», Тури Чакăри «Чемен», ачасен фольклор ансамблĕсен тата ыттисен те çитĕнĕвĕсем пур.

Культурăллă канăва йĕркелессинче çеç мар, строительствăра та савăнмалли пурах. Пуçаруллă бюджетпа Анат Чакăри культура çуртне тĕпрен юсанă. Пÿртлĕринче юсав ĕçĕсем тунă.

«Культура аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн Татмăшра çĕнĕ клуб тунă. Пĕрлех унăн территорине сăн кĕртнĕ. Пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Кзыл-Камышра ял клубне юсанă. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне юсас ĕç малалла пырать.

Библиотека системинче кадрсем çителĕклĕ. Пурлăхпа техника бази те япăх мар. Пурне те модернизациленĕ. Компьютерсем пур, интернетпа çыхăнтарнă. Ĕç хаклавне тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсем илни çирĕплетет. Сахал мар культурăпа çутĕç мероприятийĕирттернĕ.

«Çăкăр» музейĕн фондĕнче 11994 экспонат упранать. Кунта «Музей тата шкул — пĕрлĕхре» тĕллевпе ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул 51 выставка йĕркеленĕ.

Архива 4065 ыйту кĕнĕ. Управа 1509 документ йышăннă. Умма лартнă тĕллеве ку енĕпе ирттерсе пурнăçланă.

Муниципалитетра культура эткерлĕхĕн 23 объекчĕ упранать. Вĕсем пурте Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхăн йăла-йĕркине ламран-лама куçарса пырассине тимлеççĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика