Дисциплинăпа спорт — унăн службинчи çирĕп йĕрке

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:36 Просмотров: 61

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕнчи изолятор начальникĕн çумĕнче тăрăшакан Сергей Быкова округра иртекен кашни спорт мероприятийĕнче тенĕ пекех асăрхама пулать.

Полицин кĕçĕн лейтенанчĕ тăтăшах коллектив чысне хÿтĕлет çеç мар, республика, округ шайĕнче те çăмăл атлетика тупăшăвне хутшăнать тата йĕлтĕрпе хăвăрт чупассипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, кире пуканĕ йăтассипе, ишессипе иртекен ăмăртусенче чылай чухне малти вырăна йышăнса савăнтарать. Çавăнпа та полици сотрудникĕн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе дипломĕсем, ытти наградисем — унăн портфолио пуянлăхĕ. Ĕçтешĕсемшĕн çеç мар, ытти çамрăксемшĕн те вăл чăн-чăнах ырă тĕслĕхлĕ. ГТО нормативĕсене парса Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме те хÿтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплесĕн 6 степеньлĕ ылтăн значокне илме тивĕçнĕ.

Сăмах май каласан, Сергей Владимирович Патăрьел территори пайĕнче çамрăксен пĕрлĕхĕн членĕ шутланать. Унта та вăл çитĕнекен ăрăва спортпа физкультурăна, сывă пурнăç йĕркине явăçтарассишĕн яваплă.

— Пирĕн служба ĕçĕнче йĕркене çирĕп пăхăнни тата хăвна спортпа пиçĕхтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун пек чухне ĕçре çитĕнÿ тума та, коллективра хăвăн хисеплĕ вырăнна тупма та çăмăл,— тет полицин кĕçĕн лейтенанчĕ çирĕппĕн.

Полици сотрудникĕн тивĕçĕ нихăçан та ансат пулман. Çĕршывшăн çăмăл мар хальхи вăхăтра вĕсене уйрăмах тăнăçлăха, йĕркелĕхе тата пысăкрах яваплăхпа сыхлама тивет. Сергей Владимирович Санкт-Петербургри çар академийĕнчен вĕренсе тухса Псковри çар чаçĕнче салтак службине ирттернĕ хыççăн шалти ĕçсен службинче тăрăшма пикеннĕренпех (2017 çултанпа) хăйне ырă та лайăх енчен çеç, профессионаллă сотрудник пек кăтартнă. Служба ĕçĕнче яланах нормативлă йĕркесене пăхăнса, тÿрĕ чунпа ĕçлет, кирек мĕнле ыйтăва та çирĕп татса пама тăрăшать, нормативлă документсемпе, шалти ĕçсен органĕн вăхăтлăх изоляторти хăйĕн тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçласа пырать. Çавăнпах çамрăк сотрудник ĕçтешĕсем хушшинче те пысăк хисеп çĕнсе илнĕ.

Сергей Владимирович округри обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, преступленисене тупса палăртас тата вĕсене уçса парас ĕçсенче те хăйне профессионал сотрудник пек кăтартать. Ку таранччен ăна службăра дисциплина тĕлĕшĕнчен асăрхаттару та, айăплав та пулман. Ахальтен мар коллективра çăмăл мар службăра тăрăшуллă ĕçлекен йĕрке хуралĕн сотрудникне виççĕмĕш хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма сĕннĕ. Çак чыса вăл чăннипех те тивĕçлĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика