Асăрханăр: шывран вут пек, вутран шыв пек хăрăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:35 Просмотров: 59

Çуркунне хăйĕн тулли правипе хуçаланать. Ку эрнере кăнтăрла та тÿлек те ăшă çанталăк пулчĕ, каçхине те шăнтмарĕ. Çакнашкал лару-тăру пирĕн тăрăхра çак кунсенчех пысăк шыв кĕрлесе юхма, Пăла юханшывĕ çыранран тухса инкек-синкек кăтартма пултарасса тепĕр хут асăрхаттарать. Хальхи вăхăтра вырăнсенче çурхи шыв-шура сарăлма памасăр хăй çулĕпе юхма майсем туса парасси, ăна сăнасах тăрасси, ку тĕлĕшпе мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине, çынсене пулăшу памалли условисене тата ыттине хатĕрлесси — муниципалитет округĕнчи çурхи шыв-шур ыйтăвĕпе тимлекен комиссин çивĕч ыйтăвĕ.

Çак кунсенче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи–Чăваш Енри Тĕп управленийĕн халăха тата территорисене чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлекен пай пуçлăхĕ Алексей Абужаров тата Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен Министерствин халăха тата территорисене чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлекен регионти патшалăх надзорĕн секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ольга Волкова хутшăннипе иртнĕ çурхи шыв-шура хирĕç кĕрешекен комиссин округри черетлĕ ларăвĕнче те паянхи кун ейÿ сарăлнипе сиксе тухма пултаракан ыйтусене мĕнле татса панипе, ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса пынипе тĕплĕн паллашрĕç.

Комисси ларăвĕнче администрацин гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин Патăрьел муниципалитет округĕнче 2026 çулхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярас, хăрушлăха сирес тĕллевпе уйрăмах шыв илме пултаракан тăхăр ялта (Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Вăтаел, Анат Туçа, Кивĕ Ахпÿрт, Тикеш, Патăрьел, Первомайски, Тăрăн) мĕнлерех хатĕрленÿ ĕçĕсем тунипе паллаштарчĕ, гидротехника сооруженийĕсене сăнасах тăнине, ытти ĕçсене пурнăçланине те палăртрĕ. Ларурах территори пайĕсен пуçлăхĕсем те ку тĕлĕшпе вырăнта хăрушлăха сирес тĕллевпе мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕç.

— Паян шыв-шур сарăлассипе çыхăннă çивĕч ыйтăва эпир пĕрлехи вăйпа çеç ăнăçлă татса пама, çак тапхăра пăтăрмахсăр ирттерсе яма, округ çыннисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме пултаратпăр,—çапла палăртрĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов ларăва пĕтĕмлетнĕ май.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика