СЫВЛĂХА çирĕплетес тесен тĕрлĕ енлĕ тăрăшулăх кирлĕ. Спортпа та туслă пулмалла. Сиенлĕ йăласене сивлемелле. Гигиенăна пăхăнмалла. Çăварти шăлсене те сăнасах тăмалла. Тухтăр патне йышăнăва кĕмелле. Шăл ыратма пуçласан çеç сиплев учрежденине утни çителĕксĕр. Кирек хăш ÿсĕмре те шăл кирлех. Апла пулсан вăхăтра та тĕрĕс профилактика кирлĕ. Шăпах çакăн пирки сăмах хускатнă муниципалитет округĕнчи тĕп больницăри шăл тухтăрĕ Николай Секретов Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе «Кирли çинчен калаçу» сехет вăхăтĕнче. Шăл туни сиенленни, кариес ытти органсене — чĕрене, сыпăсене, пÿрене — хавшатма пултарать.
Шăлсен илемĕ пулсан кулă та илĕртÿллĕ. Вар-хырăм та йĕркеллĕ ĕçлет. Калаçу та ăнланмалла тухать.
Август 2026 |
