Спортзалта — вĕрентекенсем

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:34 Просмотров: 59

ВĔРЕНТŸ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хушшинче спартакиада шучĕпе волейболла выляса турнир иртнĕ. Вăйăсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата «Паттăр» ФСК спорт залĕсенче пычĕç. Вĕсене вăтам шкулсенче вĕрентекенсен 6, ача садĕнче ĕçлекенсен 6 команди явăçнă. Кашни ушкăн хăйĕн ăсталăхне кăтартнă.

Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсенчен Патăрьелĕнчи «Солнышко» коллективĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Педагогсем хушшинче Туçари вăтам шкул командине çитекенни пулман.

Пĕрлех турнирăн чи лайăх выляканĕсене те палăртнă. Вĕсем çаксем: Татьяна Маркова («Солнышко»), Рена Никифорова («Сказка»), Татьяна Маназыпова («Çеçпĕл»), Игорь Мальцев (Кивĕ Ахпÿрт), Марина Стефейкина (Турхан), Алексей Цветков (Патăрьел).

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика