Тавар туянакансене хапăл тăваççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:33 Просмотров: 106

СУТУ-ИЛŸ ĕçĕнче тытăнса тăма çăмăлах мар халĕ. Конкурентсем нумайран апат-çимĕç хакĕсене те, ытти тавара та кирлĕ пек йĕркелесе тăмалла. Муниципалитет округĕн бюджетне налук кĕртекен райпо пĕрлешĕвĕ шăпах çакна шута илет. Халиччен ĕçленĕ лавккасен алăкĕсем уçах-ха вĕсен. Пĕр вăхăт Патăрьелĕнчи апат-çимĕç лавкки темле сăлтавпа (Ленин урамĕ,13) хупăнса тăчĕ. Халĕ вăл та çĕнĕрен ĕçе пикенчĕ. Сентресем çинче таварĕсем туллиех. Хамăр республикăра кăлараканнисене ытларах та вырăн панă.

Яндекс.Метрика