Мартăн 25-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Нииколаевпа унăн команди Чулхулара иртнĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» — «Кăтарту пур!» форума хутшăннă.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Тĕп тимлĕхре — ачасем тата çамрăксем. Маларах вара республикăра партин «Халăх программине» пĕтĕмлетрĕмĕр.
Халăх программи — çынсем ялсемпе хуласенче ырă улшăну пуласса кĕтекен йышăнусем. Вĕсем пурте федерацин «Халăх программине» кĕччĕр тесе вĕсене федераллă площадкăна тăрататпăр.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Кăтарту пур!» форум конкретлă йышăнусемпе тата халăх валли тăвакан ырă улшăнусемпе çыхăннă. Тĕп тема — ачасен малашлăхĕ, халăх программине кĕрекен «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕсен потенциалне, талантне уçăлма пулăшасси.
Ку тĕлĕшпе Чăваш Енĕн курăмлă результатсем пур. Иртнĕ çул 3,3 пин ача виçĕ çĕнĕ шкулта вĕренме пикенчĕ. Шкулсене тĕпрен юсассипе, вĕсенче кучухнехи вĕрентÿ усовийĕ пултăр тесе тимлетпĕр.
Ачасемшĕн уйрăлми тата пĕтĕмĕшле система — «ача сачĕ — шкул — вĕрентÿ — предприяти» — туса хутăмăр. Республикăри ача сачĕсенче 130 ытла агролаборатори ĕçлет. Вĕсене предприятисем шефа илеççĕ. Çакă çамрăклах кадрсем хатĕрлеме май парать. Шкулсенче ачасене аталантармалли тĕрлĕ формата вăйлататпăр.
Пирĕн мĕн пур йышăну — çынсен ыйтăвĕсенчен тăрать. Вĕсем республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли Комплекслă программăн шăнăрĕ, çав вăхăтрах партин халăх программинче те шута илнĕ».
Август 2026 |
