Çуракине хатĕр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:51 Просмотров: 78

Çулсеренех çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен ятарлă комисси Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, кооперативсем, пĕрлешÿсем, уйрăм хушма хуçалăхсем çуракине ирттерме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет.

Рейд вăхăтĕнче комисси членĕсем ял хуçалăх техникин юсавлăхĕпе, минераллă удобренисене, вăрлăхсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене ытлă-çитлĕ кÿрсе килнипе паллашаççĕ. Кадр ыйтăвĕпе те кăсăкланаççĕ.

Графикпа килĕшÿллĕн тĕрĕслев Патăрьел территори пайĕнче мартăн 25-мĕшĕнче, Первомайскипе Тăрăнта мартăн 26-мĕшĕнче, Алманчăпа Кзыл Чишмара мартăн 27-мĕшĕнче, Ыхра Çырминче, Çĕнĕ Ахпÿртре мартăн 30-мĕшĕнче, Туçара мартăн 31-мĕшĕнче, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Шăнкăртам территори пайĕсенче апрелĕн 1-мĕшĕнче, Нăрваш Шăхальте, Çĕньялта апрелĕн 2-мĕшĕнче, Аслă Чемен, Шăхач, Турхан территори пайĕсенче апрелĕн 3-мĕшĕнче, Ишлĕре апрелĕн 4-мĕшĕнче, Пăлапуç Пашьел, Пикшик территорийĕсенче апрелĕн 6-мĕшĕнче иртмелле.

Вăхăтне тата тĕрĕслев ирттермелли вырăнсене кашни территори пайĕнчех палăртнă.

Юлия СЕЛИВАНОВА,

муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ,

Сергей САФЬЯНОВ,

Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел

муниципалитет округĕнчи начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика