Çуркунне вăй илет, шыв- шуртан асăрханма хистет

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:50 Просмотров: 81

Çанталăк çуркунне ытамĕнче темелле. Кăнтăрлахи хĕвел шевли куçа йăмăхтарать, урамри, уй-хирти шурă юра шыва çавăрать. Юлашки кунсенче çеç вăл çул хĕррисенче те, утма çул çинче те пуçтарăнсах тăрать. Пăлара пăр тапранма иртерех пулин те, ун çинче те шыв палли пур. Хальхи вăхăтра пулăçсен те, ачасен те шыв çине кĕме юрамасть! Çурхи пăр ултавлă, шанчăклă мар!

Çурхи шыв-шур инкек ан кăтарттăр тесе хальхи вăхăтра ятарлă службăсем кашни кунах пăрăхсене тасатаççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен те хăйсен умĕнчи трубасене лайăх пăхса ямалла. Ку тĕлĕшпе, акă, Сăкăт ялĕнчи Чапаев урамĕнче пурăнакансем (сăн ÿкерчĕк-ре) çак кунсенче шыв çулне уçса ярас тĕллевпе пĕрисем кĕреçепе, теприсем тракторпа пурте ĕçлеме кар тухнă. Инкеке парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах. Çавăнпа та кашни ялтах, кашни хуçалăхрах ейÿ сарăлса хур кăтартасран сыхă пулмалла.

Григорий КАЛЛИН,

администацин гражданла хÿтĕлев, чрез- вычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика