«Митта вулавĕсем» конкурс çÿллĕ шайра иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:50 Просмотров: 86

Первомайскинчи вăтам шкулта кăçал та йăлана кĕнĕ «Митта вулавĕсем» конкурс иртрĕ. Хальхинче те поэзие юратакансем чылайăн пуçтарăнчĕç.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — Чăваш халăх поэчĕсен, ентеш-поэтсен пултарулăхне шкул ачисем хушшинче анлăрах сарасси, сумлă çыравçăсен сăввисене палăртуллă та илемлĕ каласси, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесси, пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăмне ÿстерме пулăшасси. Аслă Арапуçĕнче çуралса ÿснĕ паллă сăвăçсен — Митта Ваçлейĕн, Василий Давыдов-Анатрин, Николай Исмуковăн сăввисене 3 — 11класс ачисем питĕ витĕмлĕн шăрантарчĕç. Уйрăмах çак шкулти 11-мĕш класс çамрăкĕсем Митта Ваçлейĕн «Радио» сăввине питĕ илемлĕн, ушкăнпа сцена çинчен пăхмасăр каласа пачĕç. Чăн-чăн артистсем пекех вуласа тĕлĕнтерчĕç.

Жюри çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса чысларĕ, ачасене сăвва уçăмлă, сасса кирлĕ пек улăштарса пăхмасăр калама вĕрентнинче тата хăнăхтарнинче учителĕн тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ. Поэзи конкурсĕ тухăçлă та çÿллĕ шайра иртрĕ. Сăвă юхăмĕнче ачасем кирлĕ чарăну тунине, шухăш пусăмне палăртса каланине кура, чăваш тумĕпе хăйне килĕшÿллĕн тытнине те пăхса хак пачĕç. Ачасен çул ÿсĕмĕпе вĕсене виçĕ ушкăна уйăрса çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕç.

Светлана КУЛАКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика