Туслă çемье

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:49 Просмотров: 65

Çитрĕ ăшă çуркунне

Тумла юхать çĕр çине.

Хĕвел савать тĕнчене,

Вăранса хĕл ыйхинчен.

Пÿрт тăрринче юр нумай,

Хĕлĕпе çурĕ самай

Юр ывтатпăр инкепе

Вĕçтерчĕ вăл çĕрĕпех...

Люба инке васкасах

Тытрĕ йывăç кĕреçе

Картишне тасатмалла

Хулăм юр кăлармалла.

Ĕçлесен кĕрет укçа

Тете пĕлмест канăçа

Ирпеле ирех тăрать,

Сĕт патшалăха сутать.

Инке сăвать ĕнине,

Тасатать вĕсен айне,

Çитерет сыснисене,

Пăхать сурăх-путекне

«Ракета» лаши маттур,

Кăмăллать çиме вăл сахăр

Тапăртатса çеç тăрать.

Çилхи вĕçĕ явăнать,

Тете лаша шăварать,

Инке савăнса пăхать

Ик куç тулли тетене

Савса чунтан юратать.

Тутлă яшка пĕçерет,

Тин сунă сĕт ĕçтерет.

Кукăльне савса çиет

Чейне лимонпа ĕçет.

«Тимĕр лашине» хускатрĕ,

Инкене пĕрле вăл лартрĕ.

Кайрĕç район пасарне

Туянмашкăн юр-варне.

Çÿрерĕмĕр районта,

«Юхма» ятлă пасарта.

Туянтăмăр таварсем

Хамăра мĕн кирлисем.

Таврăнтăмăр пасартан

Кăмăл-туйăм пит аван,

Апат-çимĕç пурте пур

Тетепе инке маттур!

Николай ЕЛЛИН,

Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика