Çĕнтеретпĕр тăшмана!

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:47 Просмотров: 76

(СВО ретĕнчи паттăр ентешсене халалласа)

Миçе вăрçа тÿссе ирттернĕ

Ман халăх хăй ĕмĕрĕнче,

Çук, парăнман, ялан çĕнтернĕ,

Çак туртăм унăн юнĕнче.

Ухмахланать, ав, Украина

Парса фашистсене влаçне.

Раççейпе чух вăл вăйлă пулнă.

Халь аркатать хăй çĕршывне.

Европа, эсĕ манса кайнă

Иккен историе йăлтах?..

Сана фашизмран хăтарнă

Пирĕн Раççей, пирĕн салтак!

Ним айăпсăр çынсем вилеççĕ:

Хĕрарăмсем, ача-пăча...

Яш каччăсем мĕн чуль пĕтеççĕ

Курманскерсем пач авланса.

Ан ман, асра тыт, Украина,

Ман халăхăн историне:

Нихçан, никам чура тăваймĕ

Раççейĕн туслă халăхне!

Раççей пĕлет вăл каçармашкăн

Çулне çухатнă тăванне,

Эс питĕтăрăш сывалмашкăн,

Ан пар пĕтме çыннусене!

Раççей салтакĕ хÿтĕленĕ

Ялан хĕн курнă çынсене,

Раççейĕм пулнă, ĕмĕр пулĕ—

Çĕнтерĕ пур йăх-яхсене.

Халал Толи (А.Дмитриев)

Çĕньял ялĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика