Чире парăнтарма хăвăн тăрăшмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:45 Просмотров: 76

Туберкулезпа тĕнчере вилекенсен шучĕ сахалах та мар. Вăл инфекциллĕ чир. Пĕр-пĕринчен çынна калаçнă, ÿсĕрнĕ чухне те ерме пултарать. Ытларах ÿпкене сиен кÿрет.

Уçă формăллă туберкулезпа чирлекенсенчен малалла сарăлма пултарать. Çулталăкра пĕр пациент çавна май тата 10-15 çынна чирлеттерме пултарать. Микобактери лекни кашниех чирлемест. Иммунитет пуррисем сывлăхпах пурăнаççĕ. Паянхи кун тухтăрсем кирек хăш çулхи пациента та çак чиртен сыватма пултараççĕ.

Мĕнле палăрăмсем-ха чирĕн? 3 эрне ытла ÿсĕрттерет. Ÿт температури 37.2-37.8 градус тытăнса тăма пултарать. Ывăнтарать, вăй чакать. Апат çиес килмест, хавшатать. Çĕрле тарлаттарать, кăкăр тĕлĕнчен ыратать. Сывлăш пÿлĕнет, сурчăкпа юн тухать. Çакăн пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр тухтăр патне каймалла.

1-7 çулхи ачасене Манту проби лартаççĕ. 8-14, 15-17 çулсенче те тестпа тĕрĕслеççĕ. Флюорографи витĕр кăлараççĕ. Ÿслĕкри микобактерисене тĕрĕслеççĕ.

Диагноза иртерех лартни сиплеве пуçăнма май парать. Ун пек чухне сывалма та ансат. Тухтăр патне каярах çитсен сусăрланса юлас хăрушлăх пур. Медицина пулăшăвĕпе 2000 çултанпа тĕнчере 74 миллион çыннăн сывлăхне сыхласа хăварнă.

Туберкулеза парăнтарма пулать, ăна вăраха ямалла мар, тухтăра чĕнмелле.

Валентина КАЗАКОВА,

тĕп больницăри фтизиатр тухтăр

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика