Асрах эсĕ, Артем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:44 Просмотров: 89

Кивĕ Катек ялĕнче çитĕннĕ Артем Кузнецов. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи агротехникумра малалла пĕлÿ пухнă. Дипломлă çамрăк çар тивĕçне контрактпа пурнăçлама шут тытнă. Анчах... Украинăра çар операцийĕпуçланнă. Артем Станиславович çĕнĕрен алла хĕçпăшал тытнă.

Правур, пултаруллă маттур çамрăкчĕ Артем. Малашлăх ĕмĕчĕсем те пысăкчĕ унăн. Пурнăçа питĕ юрататчĕ. Çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтаратчĕ. Çавна май çĕршыва хÿтĕлеме те малтанхи кунсенчех тăчĕ. Шел, пурнăçĕ кĕске пулчĕ. Паттăрсен вилĕмĕпе вилчĕ.

Унăн паттăрлăхĕ, Тăван çĕршыва юратни ыттисемшĕн тĕслĕх. Артем ячĕ муниципалитет округĕн историне яланлăхах çырăнса юлчĕ, паттăрлăхĕ пирĕн чĕресенче упранĕ. Çакна вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çапни те тепĕр хут çирĕплетет.

Çав ятпа йĕркеленĕ мероприятие муниципалитет округĕн администрацийĕнчен Равиль Ямалетдиновпа Григорий Каллин, Çĕнĕ Ахпÿрт территори пайĕн начальникĕ Лариса Казакова, çавăн пекех Артем тăнă взвод командирĕ Владимир Платаев, юлташĕсем, шкул ачисем, тăванĕсем, ял-йыш хутшăнчĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика