Хаклă Гурий атте. Эпир, тин çеç Турă çулĕ çине тăракансем, чиркĕве тин çеç çÿреме тытăннăскерсем, православи тĕнĕн чылай йĕркисене пĕлместпĕр. Халăх хушшинче ку е вăл ыйтупа сăмах пуçарсан, пĕри ун пек, тепри кун пек калать. Пачăшкăсем те, иккен, тĕрлĕ майлă ăнлантараççĕ. Пирĕн вара сирĕнрен, Гурий атте, çак ыйтăва уçăмлатма ыйтас килет: хуласене, ялсене çапăçуран илсе килекен вилнĕ салтаксене мĕнле асăнтармалла? Салтак çухалсан, пирĕнпе çыхăнăва татсан, эпир хамăр çухалса каятпăр, чĕрĕ, сывă пулсан, малтан шăнкăравласа тăнăскер, пире пĕлтермелле-çке хăй мĕнле пурăннине. Ку пулăм вара нумай-нумай чухне — çук. Кун пек чухне мĕн тумалла пирĕн? Кампа канашласа чуна уçмалла? Чи çывăх çыннăмăршăн чиркÿсенче асăнтарма чĕррисемшĕн е вилнисемшĕн памалла?
Лилия МАРКОВА, Патăрьел округĕ
«Ырă хыпар» журналтан
Ыйту çине апостолсемпе тан аслă Владимир князь ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă собор настоятелĕ Гурий (Данилов) архимандрит хуравлать:
— Питĕ тĕрĕс ыйту паратăр, Лилия Гурьевна. Чăн та, вилесемлĕ тупăксене пирĕн собора та нумай илсе килеççĕ. Çавăн пекех кашни кунах манăн ывăлăм, манăн мăшăрăм, манăн чи çывăх çыннăм çухалнă тесе кам та пулин килетех. Мĕн тăвăн, вăрçă! Манăн хамăн та чи çывăх тăванăн ывăлĕ иртнĕ çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчен çыхăнăва тухмасть. Апла пулин те эпир Константин Турă чуришĕн кашни кунах сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе асăнма паратпăр, кирлĕ кĕлĕсем вулатпăр. Тен, плена лекнĕ вăл, тен, таçта выртса юлнă? Çын вилнине ĕнентерекен хутсăр ăна вилнĕ тесе асăнтармалла мар, тупăкне курса ĕмĕрлĕх пурнăçа кĕлтуса ăсатмасăр та вилнĕ тесе нимĕнле запискăсем те памалла мар. Çухалнă кунне вара астусах тăрăр, кĕтĕр çывăх çыннăра, чиркÿсенче асăнтарăр, сывлăхĕшĕн кĕлтăвăр.
Август 2026 |
