Пурнăçра чи йывăрри — çывăх çынсене килте кĕтесси. Патăрьелĕнче пурăнакан Наталия Полякова çакна никамран лайăхрах пĕлет, мăшăрĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма пуçлани виçĕ çул ытла. Çывăх çынни çур çулта пĕрре отпуска килсе каять, анчах шутлă икĕ эрне куç хупса илнĕ пек иртет. Унтан татах вăхăт вăраххăн шума пуçлать...
Станислав Поляков 2022 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче мобилизаципе неонацистсене хирĕç кĕрешме кайнă. Чăваш полкĕнче тăрать.
— Повестка парсан пĕр сăмахсăрах ятарлă çар операцине кайма килĕшрĕ. Ăсатса янă чухнех ăна пĕчĕк икон тата 90 псалом çырнă пиçиххи патăм. Вĕсем ялан унпа пĕрле. Кашни чиркĕве каймассерен мăшăр сывлăхĕшĕн çурта çутатăп, просфор кастаратăп, тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнтăрччĕ тесе кĕл тăватăп, — терĕ Наталия Полякова çывăх çынни пирки каласа панă май. Виçĕ ача амăшĕ Кивĕ Катекре çуралса ÿснĕ. Кукамăшĕн тĕп килĕ пулас мăшăрĕн çуртĕнчен инçех те мар вырнаçнăран пĕр-пĕрне курнă, анчах ятарласа паллашман. Хĕр Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула 10-мĕш класа вĕренме килсен каччă ăна куç хывнă. Çамрăк салтак аттине тăхăнсан çырусем çÿретнĕ.
1974 çулхи августăн 1-мĕшĕнче кун çути курнă Станислав Петрович 1994-1996 çулсенче çар ретĕнче тăнă, çавăн чухне унăн Чечен вăрçине хутшăнма тивнĕ. Контузи пулнăран госпитальте те сипленнĕ. Икĕ вăрçă çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăм. Малтанхинче алла пăшал тытнă пулсан, халĕ пилотсăр хатĕрсем кайăксем пекех вĕçеççĕ. Çанталăк хĕвеллĕ те янкăр чухне вара дронсемпе «баба ягасем» — тÿпе «хуçисем».
— Мăшăр кайсанах йĕмен кун та сахалччĕ, куçăм шывлансах тăратчĕ. Вăл çирĕппĕн çеç куççуль тăкмалла марри пирки асăрхаттарчĕ, çакăн хыççăн кăшт лăплантăм. Халĕте çывăрма выртатăп та, пуçра шухăш: «Эпĕ ăшă вырăн çинче, Стас блиндажра». Выçăллă-тутăллă та çÿреççĕ пуль... Унти пурнăç пирки калаçма юратмасть. Контузи пулни те хăйĕн пирки аса илтерет, — терĕ Наталия Ивановна. Станислав Петрович Жуков медальне икĕ хутчен илме тивĕçнĕ, çывăх вăхăтра тепĕр награда хутшăнмалла.
Чăваш полкĕнче Патăрьелсем татах пур. Пĕри е тепри отпуска килсен кашнийĕ çывăх çыннисем валли кучченеçсем парса яма тăрăшаççĕ. Наталия Полякова та мăшăрĕ ыйтакан тата килĕштерекен япаласене туянса, хатĕрлесе парса ярать. Инçетре те кил, çывăх çынсен ăшшине туйтăр, тет.
— Юрать халь телефон пур. Ытларах чухне çырса хутшăнатпăр, çыхăну лайăх чухне шăнкăравласах калаçатпăр. Мăшăра савăнтарма эпĕ те, ачасем те сăн ÿкерчĕксемпе видеосем ярса паратпăр. Çак кунсенче мăнукăн уяври самантне курма пултарчĕ, питĕ савăнчĕ, — тет вăрçă участникĕн арăмĕ.
Пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратнă мăшăр Патăрьелĕнче, нумай хваттерлĕ çуртра тĕпленнĕ. Çамрăксен урамĕнче çурт тума пикеннĕ. Ăна шалтан тирпейлессипе нумай çул вăй хунă арçын кунта чылай ĕçе хăй пурнăçланă. Çĕнтерÿпе таврăнсан икĕ хутлă кермене хăвăртрах туса пĕтерме ĕмĕтленет.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
