Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн 44-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пынă. Пухăва администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăннă. Депутатсем 13 ыйтăва пăхса йышăну тунă.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри — РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн отчечĕ. Унпа полици начальникĕ Алексей Алексеев паллаштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен çулталăк тăрăшшĕпе муниципалитет округĕнчи оперативлă лару-тăру стабильлĕ пулнă. Маларахри çулпа танлаштарсан преступленисен шучĕ 19,1 процент чакнă. Обществăлла вырăнсенче преступлени тăвасси çав шайрах. Маларах хура ĕçпе çыхăннă çынсем преступлени тăвасси 30,8 процент, ÿсĕрле çак çул çине тăракансен шучĕ 23,8, ĕçсĕррисен 12,3, ушкăнпа преступлени тăвакансем 63,3 процент сахалланнă.
Çул çинче пулакан аварисен шучĕ ÿснĕ. 2025 çулта шута илнĕ 43 аварире пилĕк çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 62 çын аманнă. Кăтарту маларахри çулхинчен 36 процент пысăкрах.
2025 çул итогĕпе йĕрке хуралĕнчи муниципаллă пай республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Депутатсем ларура Патăрьел муниципалитет округĕнчи 2025 çулхи муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз программине мĕнле пурнăçланине пăхса тухса çирĕплетнĕ.
Ларура ытти ыйтăва та сÿтсе явнă.
Август 2026 |
