Вĕсем — муниципалитет службин хастар çамрăкĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:41 Просмотров: 103

2026 çулта Патăрьел муниципалитет округĕнчен хăйсен тăрăшуллă ĕçĕнче пысăк кăтарту тунă 14 çамрăк çулталăк тăршшĕпе Республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçрĕç. Çак йышра вĕренÿре, спортра, тĕпчев ĕçĕсенче, общество пурнăçĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартакан шкул ачисем те, ытти сферăра тăрăшакансем те, предпринимательсем те пур.

Вĕсенчен виççĕшĕ — Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн хастар та пултаруллă ĕçченĕсем. Администрацин экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев (сылтăмри), культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Станислав Мулюков (сулахайри), право тата кадр ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Анастасия Муськина.

Муниципалитет службин çамрăк специалисчĕсем пурте хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пыраççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче, общество пурнăçĕнче те хăйсен хастарлăхне кăтартаççĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика