Професси ăсталăхне — анлă çул

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:40 Просмотров: 52

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче «Çулталăк учителĕ-2026» республика конкурсĕн муниципалитет шайĕнчи пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Маларах вĕрентекенсем вырăнсенчи тĕрĕслевсем витĕр тухнă. Унта професси ăсталăхне, хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Конкурса муниципалитетра 1992 çултанпа ирттереççĕ.

Конкурссене ăста педагогсене палăртас, вĕсен ĕç опытне сарас, вĕрентекенсен ĕçне хаклас, «Çамрăксем тата ачасем» наци проектне çул парас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Тупăшăва ăнсăртран çеç явăçаймастăн. Ĕçе чунпа парăнни, çĕнĕ мелсем шырани, ÿссе çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пултарни кирлĕ.

Конкурс çĕнĕлĕхсене шырама, пултарулăха ÿстерме, халичченхи ĕçе хаклама май парать. Унта вĕрентекенсен сахал мар хатĕрленме тивет.

Мероприятие педагогсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Малтанах муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова сăмах илчĕ: «Педагог кирлĕ те хисеплĕ професси. Эсир хăвăр пултарулăхăра куллен аталантарса пыратăр. Çакна паянхи конкурса хутшăнни те çирĕплетет. Сирĕн ĕçĕр, шыравăр Раççейĕн ыранхи кунхи никĕсне хывма пулăшать»,— терĕ.

Финала 4 вĕрентекен тухнă: Светлана Портнова — Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературипе, Гелнара Хусеинова — Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта пуçламăш классене, Светлана Никитина — Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ĕç урокĕпе, Гульнара Масяева — Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулта пуçламăш классене пĕлÿ паракансем.

Конкурс модераторĕ администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Анисимов пулчĕ. Вăл конкурса хутшăнакансем хăйсен тарăн пĕлĕвĕпе çырлахмасăр шухăшлама, тĕллевне палăртма, уçă калаçăва хутшăнма пултарнине палăртрĕ. Кашни финалист кун йĕркинчи ыйтăва хăй куçĕпе мĕнле курнине палăртрĕ.

Муниципалитет шайĕнчи «Çулталăк учителĕ-2026» конкурс çĕнтерÿçи Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературипе пĕлÿ паракан Светлана Портнова пулчĕ.

Çак мероприятирех ытти конкурссен çĕнтерÿçисене те чысларĕç. «Чи лайăх класнăй-класнăй — 2026» ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Наталья Сагунева, «Çулталăк воспитателĕ — 2026» — Патăрьелĕнчи «Василек» ача садĕнчи Лейсан Янтыкова, «Чи лайăх педагог-психолог — 2026» Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Татьяна Антонова, «Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ» — Сăкăтри вăтам шкулти Елена Анюрова, «Чи лайăх социаллă педагог — 2026» Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Валентина Солдатова тивĕçрĕç.

Конкурсантсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Наталия Андреева, вĕрентÿ организацийĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина саламларĕç. Вĕрентекенсем чăннипех те професси ăсталăхне ÿстерсе пыма тăрăшнине, уçă уроксенче, мастер-классенче, калаçу сехечĕсенче вĕсем ачасене интереслентерме пултарнине палăртрĕç.

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн воспитанникĕсем, культурăпа кану центр ĕçченĕсем мероприятие хутшăнакансен кăмăлне савăк юрăсемпе çĕклерĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика